Ярмăркка (Шăнкăртам вăрманĕнчи)

Ярмăркка, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам вăрманĕнчи уçланкăра, кашни çул пĕрре, çурхи ĕçсем вĕçленсен, пулса иртекен ĕçтăвăм.

Уçланкине «Солнечная» теççĕ. Анчах та ку, паллах, халăх панă тата ĕмĕрсенчен пыракан ят мар. Юри шутласа кăларнăскер (новодел).

Совет саманинче ку уява официаллăн Ĕçпе юрă, мир тата спорт уявĕ тенĕ. 1990-мĕш çулсенче Акатуй-Сапантуй теме пуçланă. Анчах «Акатуй-Сапантуй» тени маларах та пулнă-ха, ăнă çырура хăлăпкасемпе хупласа асăннă.

Чăннипе «Акатуй-Сапантуй» тенисем ытти тĕлсенче пулма пултараççĕ, çаванпа та асăннă вырăнти уяв пирки ятарлă статья пур чăвашла Википедире. Ăна ытти статьясемпе пĕрлештерме палăртман.

Çавăн пекех

тӳрлет


  Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки  

Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Çимĕк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме |