Фестиваль (Тури Туçари)
Фестиваль, Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи «Гварддеец» колхозăн е, урăхла каласан, Тури Туçа ял канашĕн территорийĕнче совет саманинче кашни çул пулнă ĕçтăвăм.
Чăн-чăн ят — Ĕçпе юрă уявĕ (вариантсем: Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ, Ĕçпе юрă, мир тата спорт уявĕ). Анчах та халăх хушшинче ăна пурте шăпах Фестиваль тенĕ.
Вырăн: Тури Туçа ялĕ, стадион, Тимĕрле çырмин хĕрри. Унта, спорт вăййисем ирттермелли майлаштарусемсĕр пуçне, концертсем-мĕнсемшĕн ятарласа тунă тăрăллă эстрада та пулнă. Çавăн пекех — уява ертсе пыракансем валли — ятарлă трибуна, куравçăсем валли — саксем.
Фестиваль вăхăтĕнче, район шайĕнчи çавнашкал ĕçпулăмсемпе танлаштарсан, суту-илÿ кĕрлесе тăман темелле. Теплерен пĕрре çеç пĕр-ик автолавка килсе чарăнма пултарнă.
Çавăн пекех
тӳрлет
Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки | ||
Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Çимĕк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме | |