Çăнăхтатуй хыççăн пулса иртекен йăла-йĕрке. Ĕçкĕ-çикĕ. Авланнă çын килĕнче те, качча тухнă хĕрĕн унчченхи килĕнче пулать. Е, перекетшĕн, пĕр тĕлте çеç те пулма пултарать. Ку йăла-йĕрке мĕн япала пулни ак çак тĕслĕхрен аван курăнать[1]:

Çăнăхта валли ятарласа хатĕрленĕ апат-çимĕç

Манăçа кăларас мар тесе йăла-йĕркене те куракан умне кăлараççĕ «Йăлтăмсем»[2]. Кăçал, сăмахран, вĕсем çĕнĕ хăта йĕркипе паллаштарнă. «Чăн пурнăçра йăла-йĕрке упранса юлнă-ши сирĕн тăрăхра?» - ыйтрăм эпĕ.

Çамрăк мăшăра ялта çырăнтарнă чухне туй хăвачĕ вăйлăрах пулнине аса илчĕ вăл. Халĕ ку уява район центрĕсенче ирттереççĕ. Çавăнпа йăла-йĕрке хавшасах пырать. Туйсене чăвашла ирттерекенсем сайра пулсан та тĕл пулаççĕ-ха. Тухья-хушпу тăхăнса хĕр илме каяççĕ, çĕнĕ хăта йĕркине те ирттереççĕ.

Е тата[3]:

<Куçару: Туй хыççăнхи "Çĕнĕ хăта" текен килйышла йăлана кăтартас тĕлĕшпе те студентсем хăйсен шеп хатĕрленĕвне кăтартса пачĕç.>

Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинчи "Аххаяс" ансамбль пирки калани[4]:

<Куçару: Ансамбль репертуарĕнче Шăмăршă районĕнчи традицилле юрăсем, календарьпе тÿр килекеннисем тата килйышри-йăларисем. Йыш авалхи йăласемпе уявсене («Туй», «Çĕнĕ хăта», «Сурхури», «Çăварни», «Çимĕк», «Улах», «Салтака ăсатни», «Мăнкун», «Аслă вăйă», «Çĕнĕ пÿрт ĕçки» т.ыт.те.) сыхлас тата пропогандăлас тĕлĕшпе нумай ĕçлет.>

Асаннă тĕслĕхсенче пуринче те çăнăхта сăмаха уйăрса çырнă. Кăна хăнăхманран килекен традици тесе шутламалла пуль. Чăннипе "çĕнĕ хăта" текен ăнлав, пĕрлешсе-пĕтĕçсе, сингармонизм саккунне те пăхăнса, пĕр пĕтĕмĕшле ниепле уйрăлми харпăр сăмах пулса кайнă[5].

Вуламалли

тӳрлет
  • Скворцов М. И., "Культура чувашского края", Чебоксары, 1995, ISBN 5-7670-0697-0.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Петрова, Валентина. Юрăсăр пурнăç çук. — 13 Oct, 2016 | Хресчен сасси
  2. ^ Кунта "Йăлтăм" тени фольклор ансамбльне пĕлтерет.
  3. ^ Макарова, Светлана, заслуженный деятель искусств Чувашии. Широким праздником искусства проходят выпускные экзамены в Чебоксарском музыкальном училище им. Ф.П. Павлова.(ĕçлемен каçă) — Ф.Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕн сайчĕ.
  4. ^ АУ "ЦЕНТРАЛИЗОВАННАЯ КЛУБНАЯ СИСТЕМА" ШЕМУРШИНСКОГО РАЙОНА ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ.
  5. ^ ИВАНОВА А.М., СЕМЕНОВА Г.Н. СЛОВООБРАЗОВАНИЕ В ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ.(ĕçлемен каçă) — Вестник Чувашского университета. 2012. No 4. С.242. (Ку статья Интернетра пдф форматпа та пур.

Каçăсем

тӳрлет


  Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки  

Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Çимĕк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме |