ЯнăшXVII ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Вăл Петемен ялтан пулнă тесе çырнă ясак пуçтарнă кĕнекере.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Чăвашсем пĕтĕм вăйне хурса вырăс патшалăхне Пăлхавăрлă саманара пулăшнă, поляксене Мускавран хăваласа кăларас ĕçе питĕ хастаррăн хутшăннă. Анчах Михаил Романов патшана ларнă хыççăн патша йыттисем чăвашсене тискеррĕн пусмăрлама, вĕсене халăх вырăнне хумасăр пĕтерме тытăннă. Чи малтан мускав пусмăрçисем пĕтĕм халăхăн кĕрешӳ вăйне тĕп тума тăрăшаççĕ. Чăваш турханĕсене, мăрсисене, пикĕсене, ичекĕсене Чăваш Енрен аякка хĕсмете иле-иле кайяççĕ. Ун чухне ултă килтен пĕр çынна çар ретне тăратнă пулнă. 1613 çулта кăна 5 пин ытла çынна çара илсе И.М.Заруцки ертсе пыракан пăлхавçă хусахсене хирĕç кĕрешме ăсатнă. 1614 çулхи нарăс уйăхĕнче кăна Шупашкар, Сĕве, Çĕрпӳ, Етĕрне тата ытти уессенчен 5533 çын пуçтарса Раççей империн тĕрлĕ çĕрте пыракан вăрçисене ăсатнă. Çав вăйпитти çынсем пурте тенĕ пекех каялла таврăнайман: е вăрçăра пуçĕсене хунă, е чăваш пулма пăрахса вырăсланнă. Çапла вара чăваш çыннисем пинĕ-пинĕпе ниме кирлĕ мар вăрçăсенче çĕре кĕнĕ. 1613 çулта патша пусмăрçисем иртнĕ çулсенчи ясаксене пуçтарма тытăннă. Çакă ĕнтĕ Атăлçи халăхĕсене кĕрешӳ çулĕ çине тăратнă. Çапла 1615-1616 çулсенче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи чăвашсем, марисем, тутарсем, мордвасем, пушкăртсемпе арсем пусмăрçăсене хирĕç хаяр кĕрешĕве тухаççĕ. Вĕсене Янăш паттăр ертсе пырать. Янăшпа пĕрле ирĕклехшĕн çăпăçăкан ытти паттăрсене хирĕç тăма патша тарçисем сутăнчăксене шыраса тупаççĕ. Пĕрри — Алац тăрăхĕнчи Ира вулăсĕнчи Д. Тойбахтин — пулнă. Вăл Хусан вăйпутне И.М.Воротынский кнеçе пăлхав ĕçĕ пирки пĕлтерсе тăнă.

Янăшпа унăн юлташĕсем патшан ирĕксĕрлехĕсене кар тăни халахшăн усăллă тухнă, мĕншĕн тесен 1615 çулхи ака уйăхĕ тĕлне патша ертĕвĕ хăш-пĕр ясаксене тӳлемелле маар тесе пĕлтернĕ. Ку ĕнтĕ Михаил Романов патшан тытăмĕ çак çулсенче хавшаксăррине кăтартнă. Çак каялла чакни патша чеелĕх çеç пулнă, 1615 çулта, авăн уйăхĕнче патша анчăкĕсем каллех çĕнĕ тӳллев пухма шутланă. Вара пĕтĕм Атăлçипе Урал таврашĕнчи халăхсем çĕнĕ хаяр кĕрешĕве тухаççĕ. Вĕсене Еналей Шугуров пик ертсе пырать.

Вуламалли

тӳрлет
  • В.Д.Дмитриев, "Восстание ясачных людей Среднего Поволжья и Приуралья 1605-16016 годов", статья.
  • С.Б.Веселовский, "Семь сборов запросных и пятиалтынных денег в первые годы царствования Михаила Федоровича", Мускав, 1908.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.