Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă (роман)

"Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă", — Иван Юркин (1863-1943) чăвашла çырнă роман. Повеç е роман теесси пирки шухăшласа каяс пулсан, çакна асра тытмалла: Геннадий Хлебников ăславçă ку хайлава хăйĕн "Чувашский роман" монографийĕнче те роман пек тишкерет[1].

Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă
Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă
Жанр: роман
Автор: Иван Юркин
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1889>
Пичетленĕ: 1951, 1962, 1986
Уйрăм кăларăм: уйрăм кĕнекен тухман
Куçару: куçарни-куçарманни паллă мар

Хайлав çуралса кун çути курни

тӳрлет

Романа 1889-мĕш çулта çырнă та Мускаври университет çумĕнчи "Çутçанталăка, антропологие, этнографие юратакансен пĕрлĕхне", ытти алçырусемпе пĕрле, ярса парать. Текстпа Н.И.Илминский, Н.И.Ашмарин, Н.М.Охотников паллашаççĕ. Урăх çынсем те паллашма пултарнă. Н.М.Охотников И.Н.Юркинăн тепĕр романĕ ("Мул") пирки рецензи те çырать. Эппин вăл ку "Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă" романпа та паллашма пултарнă. Анчах та нумай-нумай вăхăт хайлав ниçта та пичетленмен. Хальхи вăхăтра романăн алçырăвĕ Чăваш гуманитари институчĕн архивĕнче упранать[2]. Алçыру мĕнле çул-йĕрсемпе асăннă архива çитсе ÿкни паллă мар.

Ят çăлкуçĕсем

тӳрлет

Тытăм, сюжет тата фабула

тӳрлет

Чапăрлă ялĕнче перекетлĕ хуçа, Петр Петрович хресчен, пурăнать. Вăл вулăс пуçлăхĕ пулма ĕмĕтленет. Тĕрлĕ интригăсене ĕçе янă хыççăн, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланать. Çакăн хыççăн вăл мăнкăмăлланса каять, пуçне каçăртса çÿреме пуçлать.

Петр Петровичăн пĕртен-пĕр хĕрĕ, Кĕтерин, пур. Ашшĕ ăна пуян ывăлне, Мĕкĕтене, качча пама шутлать. Анчах та хĕрĕ яхăнне те ямасть, мĕншĕн тесен унăн савнă каччи Куçма пур. Петр Петровича ку ниепле те çырлахтармасть, çавăнпа вăл киревсĕр ĕç тăвать: Куçмана сăлтавсăрах, лаша вăрланă тата лавккана çаратнă тесе хĕнеттерет унтан тĕрмене хуптармалла тăвать.

Кĕтмен инкек ĕçпуçа пачах урăхла çавăрса хурать. Вулăс кантурĕн çуртĕнче мачча кашти ишĕлсе анать те, Петр Петрович вилмеллех аманать. Вилес умĕн хăйĕн киревсĕр ĕçĕ пирки каласа ÿкĕнет, Куçмана тÿрре кăларма, тĕрмерен хăтарма ыйтать, хĕрне Куçмапа пĕрлешме пехиллет. Вара çапла пулса тухнипе, Куçмапа Кĕтерин пĕрлешнипе, роман вĕçленет. Анчах та ку, куратпăр, çапах та "хэппи энд" мар. Мĕншĕн тесен Петр Петрович чĕрĕ мар. Масарта, тăпра айĕнче.

Хаклавсем

тӳрлет

А.В.Васан И.Н.Юркин çыравĕсем пирки хай вăхăтĕнче Н.М.Охотников (1860-1892) "вĕрилле" рецензи çырнине калать. Ăста çырнă, мĕнле рару-тăрура тата пичетленнĕ-и вăл? Кун пирки асăнмасть. "Мул" роман пирки рецензи сыхланнă, архивра упранать[3]. Анчах "Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă" пирки рецензи çырни-çырманни паллă мар.

Чыславсем

тӳрлет

Роман алçырăвне, ытти алçырусене Мускава леçнĕ хыççăн тепĕр çулта (1890) И.Н.Юркин "Çутçанталăка, антропологие, этнографие юратакансен пĕрлĕхĕн" пайташĕ пулса тăрать[4]. Ку, паллах, хăйне майлă чыслав.

Вуламалли

тӳрлет
  • Юркин И.Н. По­веçсем, прозăлла сăвăсем, тĕр­ленчĕк­сем, асаилÿсем. Шупашкар, 1986.
  • Юркин И.Н. Повеçсем, Шупашкар, 2010.
  • Карпова Н.С. ЯЗЫКОВАЯ КАРТИНА МИРА ЧУВАШСКОГО НАРОДА В РОМАНЕ «ЧЕРНЫЙ ХЛЕБ» Н. ИЛЬБЕКОВА // Фундаментальные исследования. – 2014. – № 11-6. – С. 1412-1415; — URL: https://www.fundamental-research.ru/ru/article/view?id=35743

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Хлебников Геннадий Яковлевич. Чувашский роман [Текст] / Г. Я. Хлебников. - Чебоксары, 1966. - 211 с.
  2. ^ Пĕрремĕш уйрăм, 57-мĕш том, 240-461-мĕш страницăсем.
  3. ^ Отзыв на призведение И.Н.Юркина "Мул". — НА ЧНИИ, 1 уйр., 49 т., 3371№.
  4. ^ Яковлев Ю.В. Юркин Иван Николаевич. — Электронла чăваш энциклопедирен.

Каçăсем

тӳрлет
  • Илпек Микулайĕ. Хура çăкăр. Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 400 с. — ISBN 5—7670—0138—3