Шукшин Василий Макарович
Васи́лий Мака́рович Шукши́н (утă, 25 1929, Сростки сали, Бийск районĕ, Алтай ен — юпа, 2 1974, Волгоград облаçĕнчи Клетская станици) — совет çыравçи, кинорежиссёр, артист.
Василий Шукшин | ||||||
[[File:|270px|Фото]] | ||||||
Çуралнă вăхăт: | 1929, утă, 25 | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Сростки ялĕ, Бийск районĕ, Бия тăрăхĕ, Алтай Ен, СССР | |||||
Вилнĕ вăхăт: | 1974, юпа, 2 | |||||
Вилнĕ вырăн: | Волгоград облаçĕнчи Клетская станици | |||||
Професси: | çыравçă, XX ĕмĕрти СССР актёрĕ, кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ | |||||
Карьера: | 1956—1974 | |||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Кунçул
тӳрлетВасилий Макарович Шукшин 1929 çулти утăн 25-мĕшĕнче çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă. Ашшĕне, Макар Леонтьевич Шукшина (1912—-1933) коллективизаци тапхăрĕнче 1933 çулта аресленĕ те персе пăрахнă. Çемйери пĕтĕм ĕç амăшĕ — Мария Сергеевна (хĕр чухне Попова хушаматлă) (1909 - 1979, кăрлач, 17) çине ӳкет. Иккĕмĕш хут качча тухать, хушамачĕ - Куксина. Пурнăçра нушапа тертленнĕ пулин те, ватăлăха çитичченех пурăннă. Йăмăкĕ - Наталья Макаровна Шукшина (1931 çулхи чӳк, 16 - 2005 çулхи утă, 10).
1943 çулта Шукшин Сростки ялĕнчи 7 класла шкултан вĕренсе тухса Бий автомобиль техникумне пĕлӳ пухма кĕрет. Икĕ çул çурă вĕренет, çапах та вĕçлемест. 1945 çулта Сросткине колхозра ĕçлеме таврăнать. Колхозра та чылаях ĕçлемест: 1946 Шукшин тăван кĕтесрен ирĕке тухса каять. 1947—1949 çулсенче Шукшин Союзпроммеханизация тресчĕнче: турбина заводĕнче (Калуга), Улатимĕрти трактор заводĕнче слесарь пулса вăй хурать.
1949 çулта Шукшина Тинĕç Çар флотне хĕсмете илеççĕ. Малтан вăл Балти флотĕнче матрос, хыççăн Хура тинĕс флотĕнче радист. 1953 çулта ăна хырăмлăх çĕрнине пула флотран демобилизацилеççĕ те вара вăл Сросткине таврăнать.
Тăван ялĕнче Василий Макарович экстерн мелĕпе экзамен тытса аттестат илет. Сростки ял çамрăкĕсен шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентӳçи пулса тăрăшать. Пĕр хушă шкул директорĕ пулать.
1954 çулта Шукшин режиссёр уйрăмне ВГИКран 1960 çулта Ромм ăста патĕнче вĕренсе тухать.
1956 çулта Шукшин пĕрремĕш хут кинора сăнарланать: С. Герасимовăн «Тихий Дон» (иккĕмĕш серийĕ) фильмра вăл пĕчĕк эпизодра – çатан хыçĕнче пăхса илекен матроса — вылять. Çакăнтанпа Шукшин-артистăн синематографи шăпи аталанма тытăнать.
ВГИКра вĕреннĕ чух, 1958 çулта Шукшин М. Хуциевăн «Два Фёдора» фильмĕнче хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне вылять, «Смена» журналра хăйĕн пĕрремĕш «Двое на телеге»калавне пичетлет.
Хăйĕн диплом ĕçĕнче «Из Лебяжьего сообщают», Шукшин сценарист, режиссёр пулса тĕп рольне вылять.
Шукшинăн пĕрремĕш кĕнеки — «Сельские жители» 1963 çулта «Молодая гвардия» издательствăра çутта тухать. Çав çултах вăл Горький ячĕллĕ киностудинче режиссёр ĕç вырăнне йышăнать. Хăйĕн сценарипе «Живёт такой парень» фильм ӳнерлет. Фильм экрана 1964 çулта тухать, тӳрех куракансене килĕшет, тиркевçĕсем асăрхаççĕ.
1965 çулта Шукшин Степан Разин ертсе пынă халăх пăлхавĕ пирки киносценари çырма пикенет, анчах та СССР Госкомкино сĕнĕве ырласа йышăнмасть. Каярах сценарие «Я пришёл дать вам волю» романра хайлать.
1969 çулта совет синематографинче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Василий Шукшина РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне параççĕ.
Нумай вăхăт Макар Ваççи фильмсенче ĕçленине çыравçă хевтелĕхĕпе пĕрлех туса пынă. Вăл каçсерен пысăк тетраде чернилпе çырнă.
1973-1974 çулсем Шукшиншăн тупăçупа тулаççĕ. Экран çине унăн ПКФ пĕрремĕш парнине тивĕçнĕ Калина красная (Хĕрлĕ пăлан) фильмĕ тухать. «Характеры» çĕнĕ калавĕсен пуххине пичетлеççĕ. Большой драма театăрĕнче «Энергичные люди» пьесăна ӳнерлесе лартма Товстоногов режиссёр пуçланă. 1974 çулта Шукшина Сергей Бондарчук çĕнĕ фильма сăнарлама чĕннĕ.
Шукшин Ваççине çамрăкранах хырăмлăх çĕрни асаплантарнă, эрех сыпма пуçласан çав амак хĕрсех пынă.[1]
1974 çулхи юпа, 2 Василий Макарович Шукшин «Они сражались за Родину» фильма ӳкернĕ тапхăрта, «Дунай» теплоход çинче сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлса каять. Виллине унăн çывăх тусĕ Георгий Бурков тупать.
Мускавра, Новодевичье çăвинче пытарнă. Шукшин ячĕпе Барнаулта урама тата Драма театрне тивĕçтернĕ. 1976 çултанпа унăн тăван кĕтесĕнче, Сростки ялĕнче Шукшин вулавĕсем ирттереççĕ.
Публикăлла уçлăхра Василий Шукшинăн пулма пултарас чăваш тымарĕсем пирки сÿтсе явни
тӳрлетВасилий Макарович Шукшин чăваш йăхĕнчен тухма пултарни пирки публикăлла уçлăхра пĕрре мар каланă[2][3].
Ӳнер тупсăмĕ
тӳрлетШукшинăн фильмĕсемпе кĕнекисенчи çынĕсем — кашни хăй евĕр характерлĕ, çивĕч чĕлхеллĕ раççей ял ĕçченĕсем. Пĕри, Пашка Колокольников (Живёт такой парень) — ял шофёрĕ, ахаль пурнăçра та «паттăрлăх кăтартма пултарать». Хăшĕсене тĕлĕнтермĕш, «çак тĕнчерен мар» этем («Микроскоп», «Чудик» калавсем) теме пулать, теприсем — тĕрмере ларса тухнисем (Егор Прокудин, Калина красная).
Шукшин хайлавĕсенче раççей ялне тарăн та анлă кăтартнă, унăн пултарулăхĕнче халăх калаçуне, кулленхи пурнăçне питĕ тимлĕ сăнани курăнать, пĕрремĕш вырăна часах кăмăл-туйăм тупсăмĕсене тата этем пĕрлĕхĕн хаклавĕсене тишкерсе тĕпчени тухать («Охота жить», «Космос, нервная система и шмат сала» калавсем).
Парнисемпе чыславсем
тӳрлетÇемйи
тӳрлетПĕрремĕш арăмĕ — Шумская Мария Ивановна;
Иккĕмĕш арăмĕ — Федосеева-Шукшина Лидия Николаевна, артист;
- Хĕрĕсем
- Шукшина Мария Васильевна, артист;
- Шукшина Ольга Васильевна, артист.
Фильмографи
тӳрлетАктёр ĕçĕсем
тӳрлет
|
Режиссура
тӳрлетСценарисем
тӳрлетБиблиографи
тӳрлетРомансем
тӳрлет- «Любавины»
- «Я пришёл дать вам волю»
Пьесăсем
тӳрлет- «До третьих петухов»
- «Точка зрения»
- «Энергичные люди»
- «А поутру они проснулись»
Калавсем
тӳрлет
|
|
|
Парнесемпе чыславсем
тӳрлет- РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- 1964 — Живёт такой парень (фильм); пĕрремĕш вырăн Пĕтĕмсоюзри кинофестивальте (Ленинград) тата XVI Венецири тĕнче кинофестивалĕнче — «Таса Маркăн ылтăн ăрасланĕ».
- 1969 — Васильевсем ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни — «Ваш сын и брат» фильм
- 1967 — СССР Аслă Канаш Президиумĕн Хушăвĕпе Василий Шукшина Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.
- 1971 — СССР патшалăх парни — С. А. Герасимовăн «У Озера» илемлĕ фильмĕнче вылянăшăн
- 1974 — Калина красная (фильм) — пĕрремĕш парне Пĕтĕм Союзри кинофестивальте
- 1976 — Ленин парни— пур пултарулăхшăн (вилнĕ хыççăн)
Шукшин ĕçĕсем тăрăх кинофильмсем
тӳрлет- 1981 — Беседы при ясной луне телеспектакль
- 1988 — Ёлки-палки!
- 2003 — А поутру они проснулись
- 2004 — Шукшинские рассказы (калавсем тăрăх6 теленовелла)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ http://www.rusactors.ru/sh/shukshin/index.shtml
- ^ Шукшин Василий Макарович 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. — Сайт: Региональная общественная организация ЧУВАШСКОЕ КУЛЬТУРНОЕ ОБЩЕСТВО САНКТ-ПЕТЕРБУРГА
- ^ «Для всех Шукшин — родня...»
Каçăсем
тӳрлет- Всероссийский мемориальный музей-заповедник В.М. Шукшина в селе Сростки Алтайского края 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Биография и фильмография режиссёра Василия Шукшина 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шукшин Василий Макарович Максим Мошков вулавăшĕнче
- Василий Шукшин на IMDB
- О чувашских корнях выдающегося писателя
Шукшин Василий Макарович: кинофильмсем |
---|
Живёт такой парень (1964) | Ваш сын и брат (1965) | Странные люди (1969) | Печки-лавочки (1972) | Калина красная (1973) |