Шота Руставели
Шота́ Руставе́ли (груз. შოთა რუსთაველი, 1172—1216) — XII ĕмĕрти грузин патшалăх ĕçченĕ тата сăвăçĕ, «Тигăр тирĕпе витĕннĕ витязь» хрестомати эпос поэмин авторĕ.
Шота Руставели | |
შოთა რუსთაველი | |
Шота Руставели Иерусалимри авалхи фреска çинче | |
Çуралнă вăхăт: | 1172 |
---|---|
Вилнĕ вăхăт: | 1216 |
Ĕçлев тĕсĕ: | XII ĕмĕрти Грузи патшалăхĕн ĕçченĕ тата сăвăçĕ |
Кун-çулĕ
тӳрлетКун-çулĕ пирки хыпар сахал упранса юлнă. «Руставели» суя ята вăл Рустави ялĕнче çуралнипе илнĕ, пулас. Çава тапхăрта Рустави ятла вырăн чылай пулнă[1]. Хăш хыпарпа сăвăç чаплă ăрат килĕнчен тухнă, Рустави майоратăн харпăрçи пулнă.
Руставели пирки хăш хыпарсене поэма умĕнчинчен пĕлме пулать, унта Тамара патшана чапласа çырнă поэма тенĕ. «Витязь» поэминче сăвăç хăй месх тет[2]. Вăл Грецире вĕреннĕ, кайран Тамарăн хысна укçине упраканĕ шутланнă (1190 акт çинче алпуснине тупнă). Çак вăхăтра Грузи политики хăватланнă, çамрăк арăм патшан капăр кил çуртĕнче вăтам ĕмĕрсенчи евĕр рыцăрь лира поэзийĕ çӳле çĕкленнĕ пулнă.
Хăш истори хыпарĕсене Иерусалимри Хĕрес мăнастăрĕнчи Синодикра (асăну кĕнеки) тупма пулать. XIII ĕмĕрти çыравра Шотана килти ĕç вырăнне пĕлтерсе асăннă. Хăй мăнастăрĕнче свет тумтирĕллĕ вельможа фреска портречĕ (XIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри) пур, унта «Руставели» тесе çырнă. Çакăнтан, Руставели мăнастăре пулăшу паракан сановник пулнă теме пулать[1].
Гомер поэмисене, Платон философине, турă ĕçĕсемпе, пиитикăпа риторикăна, перс тата арап литературисене паллашнă Руставели хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех литература ĕçлĕхĕпепе çыхать, грузин çырулăхĕн чап-илем «Тигăр тирĕ витĕннĕ витязь» поэмине хайлать. Пĕр халаппа, пĕр шанăçсăр хăйĕн арăм патшине юратса пăрахнăскер, вăл хăйĕн пурнăçне мăнастăрь кельйинче вĕçлет. Тимофей, XVIII ĕмĕр ти грузин митрополичĕ, Иерусалимре, грузин патшисем тунă таса Хĕрес чиркĕвĕнче Руставели вилтăприпе портретне курнă. Тепĕр версипе, Тамарăна савнă Руставели, авланать, Нина ятлă хĕре качча илет, анчах туй хыççăнах «пуç тайтаракан хĕрарăм» çĕнтернĕ шах панă литература парнине грузин чĕлхине куçарма ххушать. Хушнă ĕçе мухтавлă вĕçлесе, вăл парнене илмест. Тепĕр эрне иртсен унăн пуçсăр кĕлеткине тупнă. Халĕ те Руставелипе Тамара арăм патша хушшинчи çыхăну пирки халăхра чылай кăссай çӳрет.
Иоан католикос сăвăçа пулăшнă пулсан, арăм патша çĕре кĕрсен вăл Руставелине хăвалама тытăнать. Чăнлавсене итлесен, сăвăç Иерусалима тухса кайнă, унтах ăна пытарнă, анчах та çак хыпарсене фактсемпе çирĕплетмен[1].
XVIII ĕмĕрте Антоний I патриарх, халăх умĕнче 1712 çулта Вахтанг VI патша пичетленĕ «Тигăр тирĕпе витĕннĕ витязь» темиçе экземплярне вутта пăрахса çунтарнă.
Асăнмалăх
тӳрлетРуставели ячĕпе Грузи драма театрне, Тбилиси театр институтне, Грузи Ăслăх Академин грузин литературин ĂТИ тивĕçтернĕ. Руставели ятне Тбилисин тĕп проспектне, Ереван варринчи урама, çаплах Грузи тата малтанхи Совет Союзĕнчи хуласенчи урамсене ят панă. Тĕслĕхрен, Кейӳн паллă урамĕ, ]] Санкт-Петербургпа Мускаври [[Руставели урамĕ (Санкт-Петербург)|хула айăккинчи урамсем Шота Руставели ячĕпе хисепленеççĕ.
Кавказăн Безенгий хӳтлĕхĕ Шота Руставели ятне çӳле çĕклесе тăрать.
Куçарусем
тӳрлет«Тигăр тирĕпе витĕннĕ витязь» поэмăн тулли куçарăвĕсем нимĕçле (Leist, «Der Mann im Tigerfelle», Лейпциг, 1880), францилле («La peau de léopard», 1885), акăлчанла, арапла, эрменле, испанла, италла китайла, персилле, япунла, чăвашла, ивритле тата хиндиллĕ пичетленсе тухнă. Поляк чĕлхинче икĕ туллии текст — 1960 çулта вырăс чĕлхинчен Николай Заболоцкий куçарни тата грузин чĕлхинчен 1976 çулта Ежи Загорский куçарни.
Вырăс чĕлхинче 5 тулли куçару (Константин Бальмонт, Пантелеймон Петренко, Георгий Цагарели, Шалва Нуцубидзе, Николай Заболоцкий) тата унăн темиçе вун кăларăмĕ.
XX ĕмĕрĕн 30- 80-мĕш çулсенче темиçе хутчен те СССР халăхĕсен чĕлхисене поэмăн пайĕсене куçарнă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 http://slovari.yandex.ru/dict/krugosvet/article/e/ee/1011266.htm(ĕçлемен каçă)
- ^ http://www.rulex.ru/01170446.htm
Каçăсем
тӳрлет- Шота Руставели Максим Мошков вулавăшĕнче
- Эпоха творчества Шота Руставели (Иран и Закавказье в XVII веке) 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.