Шортан Ипполит Иванович
Шортан Ипполит Иванович (чăн хушамачĕ Иванов), — критик, литературовед. 1925 çулхи кăрлачăн 27 Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Анаткас ялĕнче çуралнă. 1993 çулхи нарăсăн 4 Шупашкар хулинче вилнĕ.
1973 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1968 çулта РСФСРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. 1982 çулта филологи ăçлăлăхĕн кандидачĕ ятне илнĕ.
ПурнăçĕПравить
Шупашкарти вĕрентекенсен институтĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче, ЦК КПСС çумĕнчи аслă парти шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Ачасене вĕрентнĕ, «Коммунизм ялавĕн» редактор çӳмĕ вырăнне йышăннă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, тĕпчен институчĕн литературăпа фольклор пайĕн заведующиĕ пулнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.
ӖçĕсемПравить
Я. Ухсай, П. Осипов, П. Хусанкай, В. Алентей тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тĕпченĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем: