Шоркина Ирина Леонидовна

Ирина Шоркиначăваш эстрадин юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Ирина Шоркина
Çуралнă вăхăт 1973, нарăс, 7
Çуралнă вырăн Хурамалăх ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Ен РСФСР, ССРП
Патшалăх Flag of the Soviet Union.svg ССРП
Flag of Russia.svg РФ
Профессисем юрăç
Инструментсем вокал
Жанрсем раççей эстради
Парнесем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

БиографиПравить

1973 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Хурамалăх ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлӳ илсенех Шупашкарти Павлов ячĕллĕ мусăк училищине вĕренме кĕнĕ. 1994 çулта çак мусăк пĕлĕвĕ керменĕн хĕрлĕ дипломне (вокал класĕпе) тивĕçнĕ. Аслă пĕлĕве Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ консерваторинче илнĕ (1999).

КарьераПравить

1999 çулта Ирина тĕнчери Bella voce мусăк конкурсне хутшăннă. Кунта вăл Мускаври композиторпа — Маркс Андриахинпа — паллашнă. Маэстро Иринăна хăйĕн талантне юрăсен, романссен эстрадинче ӳстерме сĕннĕ. Çак самантран Шоркина пĕрмаях Мускав сценисем çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

2003 çултанпа Ирина «Москонцерт» продюссер центрĕпе пĕрле ĕçлет. Тăватă çул иртсен юрăç «Красота спасет Мир» талантсен конкурсĕн лауреачĕ пулса тăрать. 2007 çулта Ирина проектăн Мăн премине тивĕçнĕ. 2009 çулта Ирина Шоркина «Белое Откровение» юрăсен дискне çутта кăларнă. Каярах Ирина Ялтăра иртнĕ «Вместе» телекинофорумра «Мисс Очарование» ята тивĕç пулнă.

ЧысланиПравить

КаçăсемПравить