Шклей (юханшыв)

Шклей, — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Рутка шывĕн юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çылкуçĕ Пайдушево ялĕнчен пилĕк çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Сысуи ял çывăхĕнче Рутка шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем çирĕме яхăн.

Шклей малтан кăнтăралла юхать, Шарша шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн майĕпен хĕвелтухăçнелле пăрăнма тытăнать. Руткăпа пĕрлешнĕ тĕле хĕвелтухăçнеллех юхать. Юханшыва Хĕрлĕ Сăрт патĕнче пӳлсе пĕве тунă.

Ялсем

тӳрлет

Юханшыв ытларах пайĕпе вăрман тăрăх юхать. Вырăнĕ нумай тĕлте шурлăхлă. Çавна май çынсем ун хĕрринче ытлашшиех нумай пурăнмаççĕ.

Шклей хĕрринчи ялсем: Хырлăх, Хĕрлĕ Сăрт, Кĕçĕн Килимар, Танайка, Сысуи.