Рутка (юханшыв)
Рутка, — Чулхула облаçĕпе Мари Эл çĕрĕсем тăрăх юхакан юханшыв, Атăлăн сулахай юппи.
Тăршшĕ 153 çухрăм, басейн лаптăкĕ 1950 км2. Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Ака-çу уйăхĕнче çырантан тухать. Вăтамран пĕр çеккунтра 7,32 м3 шыв юхать. Чӳк вĕçĕнче, е раштав пуçламăшĕнче пăр ларать, ака уйăхĕнче пăртан тасалать.
Çăлкуçĕ Чулхула облаçĕнчи Никольски ялĕ патĕнче вырнаçнă.
Юпписем
тӳрлетЮханшывăн пысăк юпписем: Пусташ (выр. Посташь), Шклей (выр. Шклея), Пĕштĕн (выр. Пиштань).