Шамбулина Алина Валерьевна
Алина Валерьевна Шамбулина (1983 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕ, Чăваш Чутей ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш тележурналисчĕ, «Чăваш Ен» хыпарсен кăларăмĕн ертӳçи.
Пурнăçĕ
тӳрлет1983 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районĕн Чăваш Чутей ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçтешĕсем. Евгений тата Алексей пиччĕшĕпе Людмила йăмăкĕ.
Вăтам шкула Чутей ялĕнче вĕренсе тухнă. Чăвашла сăвăсене çыракан хĕрача 9-мĕш класра (1998 çулта) Çамрăк прозăçсемпе сăвăçсен республикăри ăмăртăвне хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухать. Çакна пула ăна экзаменсăрах Г.С. Лебедев ячĕллĕ чăваш наци интернат-лицейне вĕренме илеççĕ. Кĕмĕл медальпе шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пултарулла хĕрупраç Чăваш патшалăх университĕнчи журналистика факультетне пĕлӳ пухма кĕрет. Унăн суйласа илнĕ ĕçĕ: тележурналистика. Алина аслă пĕлӳ шкулне питĕ аван паллăсемпе вĕренсе тухать.
Вĕрентӳçсем: Абрамов Анатолий Серафимович, Данилов Анатолий Порфирьевич, Савельева Вера Мефодьевна, Эшкерат Амин Мухамад.
Пĕрремĕш курсрах инçекурав ĕçне хутшăнать. Малтанах çамрăксем валли «Çул утти» кăларăма хатĕрлесе кăларать.
Сăввисене ачаранпа çырать. Алинăн хушма ячĕ Çумăрпи. (Ку ята вăл Университетра вĕреннĕ тапхăрта Пăлхар хулинче пулнă чухне илнĕ).
Халĕ Чăваш Ен инçекуравĕнче вăй хурать. "Хыпарсем" (Вести) кăларăмне ертсе пырать. Репортажĕсене хатĕрлет.
Каçăсем
тӳрлет- Шамбулинăпа калаçу (выр.)