Шĕшкĕ çывравçи
Шĕшкĕ çывравçи - сарлака çулçăллă вăрман чĕрчунĕ. Çулла хăйне пурăнма йывăç çинче йăва тăвать, хĕл валли - çĕр айĕнче. Хĕллехи ыйхи 7-8 уйăха тăсăлать. Апата каçхине тухать, кăнтăрла йăвинче çывăрать. Шĕшкĕ çывравçи ӳсентăранпа кăна тăранса пурăнать. Пирĕн тăрăхри шĕшкĕ çывраçи амисем çанталăк ăшă пулсан 2-3 хут çăвăрлама ĕлкĕреççĕ, кашнинчех 3-5 çура тăваççĕ. Уйăх çурăран çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ. Шĕшкĕ çывраçисем 3-4 çул пурăнаççĕ. Вĕсене ытларах сăсарсем, пăсарасем, тăманасем тытаççĕ. Пирĕн республикăра шĕшкĕ çывраçисене çурçĕр енчи вăрмансенче курма пулать. Йышĕ нумай мар.