Шĕлешке (юханшыв)
Шĕлешке (выр. Шалежка) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Арья шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Мăн Шĕлĕк (выр. Большая Шалега) ятлă ял çывăхĕнче вăрманта вырнаçнă. Малтан кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать, кайран çулĕ хĕвеанăçнелле çаврăнать. Фомински ял çывăхне çитеспе пĕр çухрăм юлсан каллех кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхма тытăнать. Чукун çултан иртсен хĕвеланăçнелле пăрăнать те Мăн Арья çывăхĕнче Арья шывĕпе пĕрлешет.
Мăн Шыв юппийĕсем сахал, пысăккисем çук. Икĕ вырăнта шывне пĕвеленĕ.
Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Мăн Шĕлĕк, Кĕçĕн Шĕлĕк (выр. Малая Шалега), Фомински. Арья посёлокĕ те юханшывран инçех мар ларать.