Шăнкăрч

(Шăнкăрчсем ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шăнкăрч (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шăнкăрчсем
Шăнкăрч
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Sturnus

Шăнкăрч, нумайлă хисепре Шăнкăрчсем (лат. Sturnus) — шăнкăрч йышшисен ямахатĕнчи юрлакан вӗҫенкайӑксен пӗтӗм палеарктика тӑрӑхӗнче сарӑлнӑ речĕ (кăкĕ).

Sturnus vulgaris

Ку рете вăтам калăпăшлĕ кайăксен 10 яхăн тĕсĕ кĕрет. Пурнăç сăрă-тĕсĕпе те пĕр пĕринчен ытлах уйрăлса тăмаççĕ. Шăнкăрчсен тӳрĕ вăрăм вăйлă сăмсаллă, вĕçĕ кăштах лаптак, кĕске тӳрĕ хӳрене аялти хуплакани тĕкĕсем çитеççĕ, çуначĕсем шĕвĕр вĕçлĕ, пĕрремĕш сулла тĕкĕ кĕскерех, иккĕмĕшĕ пуринчен те вăрăмрах. а

Шăнкăрч тĕсĕсем

тӳрлет

Çутçанталăкри екĕ

тӳрлет

Çамрăк шăнкăрчсем йăвасенчен вĕçсе тухсан пысăк касăсене пуçтарăнаççĕ; иккĕмĕш хут чĕпĕсене çитĕнтерсе кăларсан вĕсен çумне ваттисем те хутшăнаççĕ. Хĕл каçма шăнкăрчсем Африкăна вĕçсе каяççĕ. Шăнкăрчсен тепĕр тĕсĕ — хура шăнкăрч (Sturnus unicolor), чăпарĕ пач çук; Европăн кăнтăр-анăçĕнче йăва çавăраççĕ, — çамрăк чух шăнкăрчĕсем ахаль çамрăк шăнкăрчсем пекех, кăшт çеç тĕксĕмрех. Çĕпĕрте ахаль шăнкăрч вырăнне çывăх тĕсĕ — Sturnus menzbieri пурăнать. Пуçĕнчи тĕкĕсем йăмăх хĕрлĕ-кăвак ; йăвине вăл Тĕп Азире тăвать; Индире хĕл каçать. Крымра (çаплах Кĕçĕн Азире те) ахаль шăнкăрчăн çывăх тăванĕ — йăмăх хĕрлĕ шăнкăрчĕ (Sturnus purpurescens) чĕпĕ кăларать. Çурăмĕн аялти пайĕ йăмăх хĕрлĕ кăвак, пĕсехинчен аялла пайĕ тĕксĕм хĕрлĕ кăвак. Юлашки, Кавказпа Кавказ лешьенĕнче (çаплах Иранра, кăштах Каçпи леш енче) виççĕмĕш тăван тĕсĕ — кавказ шăнкăрчĕ (Sturnus caucasicus) тĕл пулать. Унăн пуçĕпе пĕсехи йăмăх хĕрлĕн, кĕлеткин аялти пайĕ — йăмăх хĕрлĕ симĕссĕн, çурăмĕ — симĕссĕн ялтăрать.

Вуламалли

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет