Кĕске хӳреллĕ аметист шăнкăрч

Кĕске хӳреллĕ аметист шăнкăрч
Кĕске хӳреллĕ аметист шăнкăрч
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Cinnyricinclus leucogaster


Кĕске хӳреллĕ аметист шăнкăрч (лат. Cinnyricinclus leucogaster) — шăнкăрч йышшисен юрлакан вӗҫен кайӑк. Йӑвине юпа уйӑхӗпе пуш уйӑхӗнччен ҫавӑрать. Ами 2—4 ҫутӑ кӑвак ҫӑмарта хурать, 2 эрнерен чӗпписем тухаҫҫӗ. Чӗпписене 3 эрне хушшинче аҫипе ами те пӑхаҫӗ, хурт-кӑпшанкӑсемпе тӑрантараҫҫӗ.

Ами

Ареал тӳрлет

Африкара Сахарӑран кӑнтӑралла тропиклӑ вӑрмансенче пурӑнать.

Епле курӑнни тӳрлет

Кĕске хӳреллĕ аметист шăнкăрч — арлӑх диморфизмӗллӗ тӗс, ӳссе ҫитӗннӗ пайташӗсем 18 см ҫитеҫҫӗ. Аҫин пуҫӗ тата ҫурӑмӗ фиолетлӑ, аялти пайӗ шап-шурӑ тӗслӗ. Амин ҫӳлти пайӗ хӑмӑр, хырӑмӗ шурӑ, хӑмӑр пӑнчӑллӑ. Куҫӗсем иккӗшӗн те сарӑ, сӑмсисемпе урисем хура тӗслӗ.

Вуламалли тӳрлет

  • Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский / Под общ. ред. акад. В. Е. Соколова. — М.: Русский язык, РУССО, 1994. — С. 457. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.
  • Christopher M. Perrins. Die große Enzyklopädie der Vögel. — München: Orbis-Verlag, 1996. — ISBN 3-572-00810-7.
  • Craig, Adrian e Feare, Chris. Starlings and Mynas. — Bloomsbury Publishing, 2010. — С. 224–227. — ISBN 978-1-4081-3522-8.

Каҫӑсем тӳрлет