Чĕрĕлӳ, е Ренесса́нс (фр. Renaissance, итал. Rinascimento, тӳррĕн çĕнĕрен çурални тесе куçать[1]) — Европăн этеплĕх самани. Европа культурин историйĕнчи пĕр тапхăр. Пĕлӳлĕх, ăславсем, илемлĕх, ӳнер, вĕрентӳ тĕлĕшпе пулса иртнĕ пулăмсем пирки пырать кунта сăмах. Культурăпа çыхăннă хăйне майлă парадигма. Италире XIV ĕмĕр пуçламăшĕнчех тытăннă, Европăри ытти çĕршывсенче — XV-XVI ĕмĕрсенче аталаннă. Малалла вара тĕллĕн-тĕллĕн XVII ĕмĕрех кĕрсе кайнă.

«Витрувий этемӗ» Леонардо да Винчи

Пĕтĕмĕшле паллисем

Тĕп палласенчен пĕри — культура, пĕлӳлĕх, ăславсем, ӳнер, вĕрентӳ, илемлĕх майĕпен тĕн вăйăмĕнчен хăпса пыма пуçлани. Пурте антика тапхăрĕнчи пахалăхсене анлăн аса илеççĕ (терминне хăйне те çак вăхăтсем "чĕрĕлсе тăнипе" çыхăнтарса каланă чăн малтан). Чăн мала гуманизм, этеме хисеп туни тухса тăраççĕ. Ренессанс текен термин хăйĕн паянхи пĕлтерĕшне XIX ĕмĕрте йышăннă. Кунсăр пуçне ку сăмахпа культурăри хуть те мĕнле çитĕнĕве палартма та усă кураççĕ[2].

Чӗрӗлӳ саманин тапхӑрӗсем

Чӗрӗлӳ самани тӑватӑ тапхӑра пайлаҫҫӗ:

  1. Проторенессанс (XIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри — XIV ӗмӗр);
  2. Чӗрӗлӗвӗн малтанхи тапхӑрӗ (XV ӗмӗр пуҫламӑшӗ — XV ӗмӗр вӗҫӗ);
  3. Ҫӳллӗ шайри Чӗрӗлӳ (XV ӗмӗр вӗҫӗ — 1500—1510-мӗш ҫулсем);
  4. Чӗрӗлӗвӗн каярахри тапхӑрӗ (XVI ӗмер варри — 1590-мӗш ҫулсем).

Проторенессанс

Тĕп статья: Проторенессанс


Проторенессанс вӑтам ӗмӗрсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл вӑтам ӗмӗр вӗҫӗнчи Византи, Роман тата Готика стилӗсем ҫинче палӑрнӑ — ҫак тапхӑр Чӗрӗлӳ йӗркеленӗ те. Вӑл икӗ тапхӑртан тӑрать: Джотто ди Бондоне виличчен (1337) тата ун хыҫҫӑнхи вӑхӑт. Пӗрремӗш тапхӑрта чи пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ тӗпчевсем тӑваҫҫӗ, чи вӑйлӑ ӑстасем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗмӗш тапхӑр Италире чума мурӗ алхаснӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. XIII ӗмӗр вӗҫӗнче Флоренцире тӗп храма — Арнольфо ди Камбио ӑсталанӑ Санта Мария дель Фьоре собора — хӑпартма пуҫлаҫҫӗ. Малалла ку ӗҫе Джотто тӑснӑ, вӑл Флоренци соборӗн кампанилне проектланипе паллӑ.

 
Беноццо Гоццоли кунта волхвсем пуҫ ҫапнине, Медичи таврашӗнчи ҫынсен чаплӑ процессийӗ пек, сӑнласа панӑ, 1459 ҫул тӗлнелле.

Ӳнерти проторенессанс стилӗ чи малтанах кӳлепе ӑсталанинче палӑрнӑ (Никколопа Джованни Пизано, Арнольфо ди Камбио, Андреа Пизано). Ку тапхӑрти живопись вара икӗ ӳнер шкулӗнче палӑрнӑ: Флоренцири (Чимабуэ, Джотто) тата Сиенӑри (Дуччо, Симоне Мартини). Живопиҫӗн тӗп вырӑнне Джотто йышӑннӑ. Чӗрӗлӳ саманин художникӗсем ӑна живопись реформаторӗ тесе хакланӑ. Джотто аталану ҫулне палӑртнӑ: тӗн калӑпне чиркӳпе ҫыхӑнманнисене кӗртме пуҫланӑ, лаптак ӳкерчӗксенчен майӗпен калӑпӑшлӑ та рельефлисем патне куҫнӑ, чӑн пурнӑҫа ытларах кӑтартнӑ, живопиҫе кӳлепесен пластикӑллӑ калӑпӑшне кӗртнӗ, ӳкерчӗкре интерьера сӑнарлама пуҫланӑ.

Чӗрӗлӗвӗн малтанхи тапхӑрӗ

«Чӗрӗлӗвен малтанхи тапхӑрӗ» текен тапхӑр Италири 1420 ҫултан пуҫласа 1500 ҫулчченхи вӑхӑта ярса илет. Ӳнер ҫак сакӑрвунӑ ҫул хушшинче тин кӑна вӗҫленнӗ Вӑтам ӗмӗрсенчи витӗмрен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть, анчах ҫав вӑхӑтрах классикӑлла аваллӑхран илнӗ элементсемпе те усӑ курса пӑхма хӑтланать. Каярахпа ҫеҫ, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех, пурнӑҫ тата улшӑнса пыракан культура условийӗсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳнипе, художниксем вӑтам ӗмӗртен юлнӑ никӗсе пачах пӑрахӑҫлаҫҫӗ, вара хӑйсен ӗҫӗсенче антика ӳнерӗн тӗслӗхӗсемпе хӑюллӑн усӑ курма тытӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмӗшле концепцие те, ӗҫри вак пайсене те пырса тивет.

Италири ӳнер ӗҫӗсенче ҫак вӑхӑтар классикла аваллӑхран тӗслӗх илнӗ пулсан ытти ҫӗршывсенче чылай вӑхӑт хушши ҫаплипех готика стилӗпе усӑ курнӑ. Альп тӑвӗсенчен ҫурҫӗрелле тата Испанире Чӗрӗлӳ самани XV ӗмӗрӗн вӗҫӗнче ҫеҫ ҫитет, унӑн малтанхи тапхӑрӗ ҫитес ӗмӗр варриччен тӑсӑлать.

Ҫӳллӗ шайри Чӗрӗлӳ

 
Пьета (Микеланджело) (1499): кунта йӑлана кӗнӗ тӗн сюжетне кӑтартнӑ пулин те, малти вырӑна ҫын туйӑмне кӑларнӑ — амӑшӗн юратӑвӗ тата хуйхи, апла пулин те сюжечӗ ҫав-ҫавах тӗнпе ҫыхӑннӑскер юлать

Чӗрӗлӳ саманин виҫҫӗмӗш тапхӑрне, унӑн стилӗ чи вӑйлӑ аталаннӑ вӑхӑта, «Ҫӳлӗ шайри Чӗрӗлӳ» теме йышӑннӑ. Вӑл Италире 1500 ҫултан пуҫласа 1527 ҫула ҫитиччен тӑсӑлать. Ҫак вӑхӑтра Италири ӳнер витӗмӗн центрӗ Флоренцирен Рима куҫать, ҫак вӑхӑтра папа престолне II Юлий йышӑннӑ. Вӑл чыслӑ, хӑюллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫын пулнӑ. Хӑйӗн ӗҫ ушкӑнне вӑл Италинчи чи ӑста художниксене явӑҫтарнӑ. II Юлий вӗсене паха ӗҫпе тивӗҫтернӗ, ҫапла май ыттисене ӳнере мӗнле кӑмӑлламалли тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫак Папа вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн килнӗ ертӳҫӗсем чухне Рим хули ӳнер аталантаракан ҫӗнӗ вырӑн пек палӑрать, ӑна Перикл пурӑннӑ чухнехи Афинӑпа та танлаштарма май пур: унта питӗ йышлӑ монумент йышши ҫуртсем хӑпартаҫҫӗ, питӗ чаплӑ кӳлепесем ӑсталаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра та чи чаплӑ живопиҫ ӗҫӗсен шутне кӗртекен фрескӑсемпе картинӑсем ӳкереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӳнерӗн виҫӗ тӗсӗ те алла-аллӑн аталанса пыраҫҫӗ — пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗр-пӗрин ҫине витӗм кӳрсе.

Антика тапхӑрне те ку вӑхӑтра тӗплӗрех тӗпчеҫҫӗ, унпа усӑ курнӑ май палӑртнӑ йӗркерен тухмаҫҫӗ, ҫирӗпрех ыйтаҫҫӗ; унчченхи тапхӑрта вӑйлӑ палӑрса тӑнӑ лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑха кӑтартасси вырӑнне ытларах ҫӑмӑлҫах илеме палӑртма пуҫлаҫҫӗ; вӑтам ӗмӗрсене сӑнарлани пач ҫухалать, классика алли кашни ӳнер ӗҫӗнче палӑрма пуҫлать. Анчах та аваллӑхран тӗслӗх илни ӳнерҫӗсене хӑйсен стильне аталантарма пӗрре те чӑрмантармасть, антика саманинчи грексемпе римлянсен ӳнерӗнче хӑйсене валли кирлине шыраса тупса вӗсем ӑна хӑйсен ӗҫӗсенче пысӑк тавҫӑрулӑхпа хӑюллӑн усӑ кураҫҫӗ.

Чӗрӗлӳ саманинче чи ҫӳллӗ шая ҫитнӗ виҫӗ итальян ӑстине асӑнма пулать: Леонардо да Винчи (1452—1519), Микеланджело Буонарроти (1475—1564) тата Рафаэль Санти (1483—1520).

Чӗрӗлӗвӗн каярахри тапхӑрӗ

 
Чӗрӗлӳ йывӑра кӗрсе ӳкни: 1594 ҫулта Венецири Тинторетто вӑрттӑн каҫхи апатланӑва пӑлхануллӑ ӗнтрӗкре иртекен вӑрттӑн пуху пек сӑнласа кӑтартнӑ

Чӗрӗлӗвӗн каярахри тапхӑрӗ Италири 1530-мӗш ҫултан пуҫласа 1590–1620-мӗш ҫулсемчченхи вӑхӑтпа пӗр килет. Ҫак вӑхӑтри ӳнерпе культура ытла та тӗрлӗ енсемпе палӑрса тӑрать, вӗсен хушшинче пӗрпеклӗх тупма ҫав тери йывӑр. Сӑмахран, Британи энциклопедийӗ «Чӗрӗлӳ самани, ӑна пӗтӗмӗшле истори тапхӑрӗ пек пӑхсан, Рим арканнипе вӗҫленнӗ» тесе палӑртать. Кӑнтӑр Европӑра Контрреформаци вӑй илме пуҫлать, вӑл кирек мӗнле ирӗклӗ шухӑшлава та сивлеме тытӑннӑ, ҫав шутра этем ӳт-пӗвне пысӑка хакланине те, Чӗрӗлӳ саманин тӗп вырӑнӗнче тӑракан антика идеалӗсене чӗртсе тӑратассине те. Тӗнчере хирӗҫӳсем тухни, ҫавӑн пекех ӳнерти лару-тӑру йывӑрланса ҫитни Флоренцире ҫӗнӗ юхӑм ҫуратнӑ — маньеризм. Ку стиль шухӑшласа кӑларнӑ тессемпе тата хуҫкаланчӑк йӗрсемпе палӑрса тӑнӑ. Корреджо ӗҫленӗ Пармӑна маньеризм ӳнерҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн 1534 ҫулта ҫеҫ ҫитнӗ. Венецин ӳнер йӑлине илес пулсан унта хӑйӗн аталану ҫулӗ пулнӑ; 1570-мӗш ҫулсен вӗҫӗччен унта Тицианпа Палладио ӗҫленӗ, вӗсен пултарулӑхӗнче Флоренципе Рим ӳнерӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкни пӗрре те палӑрман.

Чӗрӗлӳ саманинчи ҫын

Чӗлӗлӳ саманинчи философсем — хӑть Эразма ил, хӑть Монтене — ӑс мӗн тери хӑватлӑ пулнинчен тӗлӗннӗ, вӗсене уйрӑмах пултарулӑх хӑвачӗ илӗртнӗ. Ӑс — ҫутҫанталӑк парнеленӗ парне, ӑна пула вӑл ытти чӗрӗ чунсенчен уйрӑлса тӑрать, ҫакӑ ӑна Турӑ шайнех хӑпартать. Гуманистшӑн ӑс-хакӑл этем усӑ курма пултаракан чи пысӑк пархатар пулса тӑрать. Ҫавна май вӗсем классикӑлла антика литературӑна сарассине чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тесе хакланӑ. Вӗсем ӗненннӗ тӑрӑх, пӗлӳпе ӑс-хакӑлта ҫын чӑн-чӑн телей тупма пултарать, ҫак сӑлтава пула вӗсене пысӑка хунӑ та. Ренессанс гуманизмӗнче тӗп вырӑнта антика литературипе тӗпчесе этем шайне хӑпартасси тӑнӑ.

Ăслăлăх

XVXVI ӗмӗрсенче этемлӗх ытларах пӗлӳ туптанӑран ҫынсем хӑйсем пирки те этемӗн тӗнчери вырӑнӗ ҫинчен те ытларах пӗлнӗ. Географири аслӑ тӗпчевсем, Николай Коперникӑн тӗнчен гелиоцентрлӑ системи — ҫаксем йӑлтах ҫынсене Ҫӗр чӑмӑрӗ пирки ытларах пӗлме май панӑ, Ҫут тӗнчери унӑн вырӑнне лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Этемӗн тытӑмӗпе унӑн ӑшӗнче пулса иртекен процессене антика вӑхӑчӗ иртнӗренпе пӗрремӗш хут тӗпчеве кӳленнӗ Парацельспа Велазий ӗҫӗсем наукӑллӑ медицинӑпа анатомине аталантарма ҫул уҫнӑ.

Пысӑк улшӑнусем обществӑна тӗпчекен ӑслӑлӑхсенче пулса иртнӗ. Жан Боденпа Никколо Макиавелли ӗҫӗсенче историллӗ тата политика процесӗсене пӗрремӗш хут ҫынсен тӗрлӗ ушкӑнӗсемпе вӗсен интересӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пулса иртекен пулӑм пек пӑхма пуҫланӑ. Ҫавӑн чухнех «чи ӑнӑҫлӑ» обществӑлла йӗркелӗве ӑҫталама хӑтланнӑ: кунта Томас Морӑн «Утопине», Томмазо Кампанеллӑн «Хӗвел хулине» асӑнма май пур. Антика саманипе вӑйлӑ кӑсӑкланнӑ май вӑл вӑхӑтри чылай текста юсаса тавӑрма пултарнӑ, тӗрӗслесе тухнӑ, пичетлесе халӑх патне ҫитернӗ. Мӗнпур гуманистсем, пурте тенӗ пекех, классика шайӗнче тӑракан латыньпе авалхи грек чӗлхине вӗренме тӑрӑшнӑ.

Ку вӑхӑтри тӗпчевсем ҫавах та ытларах енӗпе Турӑ пуҫарӑвӗ пирки вӗрентнинчен инҫе каяйман. Вӗсен ӗҫӗсене хирӗҫлесе Реформаци юхӑмӗ аталаннӑ. XVII ӗмӗрте пулса иртнӗ Ӑслӑлӑх революцийӗ шӑп ҫак юхӑма пула аталанма пултарнӑ та[3].

Философи

 
«Афина шкулӗ» — Рафаэлӗн (1509—1510) паллӑ фрески.

Чĕрĕлӳ саманинчи философсем

Самана литератури

Чӗрӗлӳ саманин литературинче чи малтанхи утӑмсене Данте Алигьери (1265–1321) тунӑ.

Ӳнер

 
«Венера ҫурални» (1485 ҫул патнелле), Сандро Боттичелли, антика самани иртнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑма ҫарамас ӳкернӗ пӗрремӗш картинӑсенчен пӗри.

Чӗрӗлӳ саманинчи ӳнер художник ҫутҫанталӑк патне туртӑннинче, вӑл ытларах анотоми саккунӗсене тишкернинче, унӑн ӗҫӗнче пурнӑҫ хӑй пысӑк вырӑн йышӑннинче, ҫутӑ ытти ялан тӗл пулакан пулӑмсем ҫине тимлӗх уйӑрнинче палӑрать.

Йӑлана кӗнӗ тӗн тематикипе ӗҫленӗ чухне Чӗрӗлӳ саманинчи художниксем ҫӗнӗ мелсене алла илнӗ: композицине вӗсен калӑпӑшлӑ йӗркеленӗ, хыҫалти фон валли пейзажпа усӑ курнӑ. Ҫаксемпе усӑ курнӑ май вӗсен ӳкерчӗкӗсем пурнӑҫри пек курӑнма тытӑннӑ, вӗсем чӗррӗн курӑннӑ. Ҫакӑ маларах сарӑлнӑ иккон ҫырас йӑларан уйрӑлса тӑнӑ, ун чухне ытларах енӗпе япаласене ҫӑмӑллӑн кӑна палӑртма тӑрӑшнӑ пулсан, хальхинче вӗсене чӑнлӑха ҫывӑх сӑнланӑ[4].

Архитектура

Ку саманари архитектура уйрӑмах антика вӑхӑтӗнчи хурмӑпа принципсем патне, ытларах авалхи Римра усӑ курнисем патне, таврӑннипе палӑрса тӑрать. Ытларах енӗпе симметри, пропорци, геометри принципӗсем ҫине таяннӑ, пайсен йӗрки ҫине тимлӗҫ уйӑрнӑ. Ҫакна эпир Рим архитектуринчен упранса юлнӑ тӗслӗхсенче куратпӑр. Вӑтам ӗмӗрте хӑпартнӑ ҫуртсен кӑткӑс пропорцийӗ йӗркепе вырнаҫтарса тухнӑ колоннӑсемпе, пилястрӑсемпе тата маччапа ылмашӑнать. Симметрисӗр тунӑ хурма вырӑнне аркӑн ҫурма ҫаври, куполӑн ҫурма сфери, стенари лакӑм, эдикул йышӑнма пуҫлать.

 
Флоренцири Сӑваплӑ Чӗм чиркӗвӗ (архитекторӗ — Ф. Брунеллески)

Чӗрӗлӳ саманинчи архитектурӑна чи пысӑк йӗр ҫак пилӗк ӑста хӑварнӑ:

  • Филиппо Брунеллески (1377—1446), чӗрӗлӳ саманинчи архитектурӑна пуҫарса яраканӗ, перспектива теорийӗпе ордер системине шутласа кӑларнӑ; ҫурт хӑпартнӑ чухнехи ӗҫе антика саманинчи чылай элеменчӗсене тавӑрнӑ; чылай ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн Флоренци соборӗнче купол тунӑ, Флоренцин сӑнӗ ҫинче унпа халӗ те час-часах усӑ кураҫҫӗ.
  • Леон Баттиста Альберти (1402—1472); чӗрӗлӳ саманинчи архитектурӑн тӗп шухӑшӗсене палӑртакан, Константин вӑхӑтӗнчи Христон тӗнӗн малтанхи тапхӑрӗнчи базиликсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ; Ручеллаи палаццора хулари резиденцин фасадлӑ ҫӗнӗ тӗсне йӗркеленӗ, унта рустикӑпа анлӑ усӑ курнӑ, темиҫе ярӑмлӑ пилястрӑсемпе илемлетнӗ.
  • Донато Браманте (1444—1514); Ҫӳллӗ шайри Чӗрӗлӳ архитектурине палӑртакан, тӳп-тӳрӗ пропорциллӗ пӗр центра туртӑнакан композицисене туса ӑста архитектор; кватроценто архитекторӗсем ытлашшиех те илемлетме тӑрӑшман пулсан, вӑл архитектурӑна тектоника логикине, ҫурт пайӗсем пӗр-пӗрине майӗпен куҫнине, шутласа хунине пӗтӗмӗшле те тӗплӗ палӑртассине илсе килнӗ (тӗслӗх пек Темпьетто пӑхма пулать).
  • Микеланджело Буонарроти (1475—1564); Чӗрӗлӳ саманин Каярахри тапхӑрӑн тӗп архитекторӗ, вӑл Папа тӗп хулинчи пысӑк калӑпӑшлӑ ҫуртсене хӑпартас ӗҫе ертсе пынӑ; вӑл хӑпартнӑ ҫуртсенче пайсем малтан пӗр-пӗрине майӗпен улӑштараҫҫӗ пулсан, кӑштахран тӳрех питӗ хӑвӑрт ылмаштараҫҫӗ, ҫавна май кӗпӗрленсе килекен япала евӗр курӑнаҫҫӗ; унӑн ӗҫӗсенче тектоника та, борокко стилӗн пуҫламӑшӗ пек, пысӑк вырӑнта тӑрать (теслӗх пек Сӑваплӑ Петӗр соборне, Лауренциана пусмине пӑхма пулать).
  • Андреа Палладио (1508—1580); классицизмӑн пӗрремӗш фазине пуҫараканӗ, вӑл палладианлӑх ятпа паллӑ; вырӑнне кура эрдер элеменчӗсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр усӑ курнӑ; уҫӑ та ҫӑмӑл усӑ куракан ордер архитектурине кӑмӑлланӑ, ун шухӑшӗпе вӑл ҫутҫанталӑкри тавралӑхӑн та хула таврашӗн те малалли тӑсӑмӗ пулнӑ (тӗслӗх пек Палладио виллине пӑхма пулать); Венеци республикинче ӗҫленӗ.

Мусӑк тата ташӑ

Чӗрӗлӳ (Реннесанс) саманинче профессиллӗ музыка чиркӳ ӳнерӗ кӑна пулма пӑрахать, унта ытларах та ытларах халӑх пултарулӑхӗн кӗввисем палӑраҫҫӗ. Гуманистла тӗнче курӑм вӑй илнӗ май, ҫакӑ унта та кӗрсе каять. XIV ӗмӗрте Италипе Франципе «Ars nova» («Ҫӗнӗ ӳнер») юхӑм йӗркеленет, вӑл стильпе ӗҫлекен пултарулӑх ҫыннисем вокал тата вокалпа инструменталлӑ полифонийӑн ӳнерӗнче самай пысӑк шая ҫитеҫҫӗ. Англинче (XV ӗмӗр), Нидерландра (XV–XVI ӗмӗрсем), Римра, Венецире, Францире, Польшӑра, Чехире (XVI ӗмӗр) ҫӗнӗлле полифони шкулӗсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсен ӑсталӑхӗ пысӑк шая ҫитет.

Чиркӳпе ҫыхӑнман мусӑк ӳнерӗнче тӗрлӗрен ҫӗнӗ жанр йӗркеленет: Италире — фроттола тата вилланелла, Испанире — вильянсико, Англире — баллада. Италире ытти тӑрӑхсене каярах анлӑ сарӑлнӑ мадригал жанр (Лука Маренцио, Якоб Аркадельт, Джезуальдо да Веноза) ҫуралать. Францире нумай сасӑллӑ юрӑ стилӗ (Клеман Жанекен, Клод Лежён) популярлӑ пулса тӑрать. Гуманистла туртӑм культлӑ мусӑка та ҫул тупать, ӑна франксемпе фламандсен ӑстисен пултарулӑхӗнче (Жоскен Депре, Орландо ди Лассо) те, Венеци шкулӗн композиторсен ӳнерӗнче (Андреа Габриэли, Джованни Габриэли) те асӑрхама пулать. Чӗрӗлӳ саманинчи мӗнпур композитор тенӗ пекех хӑйсен вӑхӑтӗнчи кашӑ культури ҫине таянса ӗҫленӗ.

Конртрефонмаци тапхӑрӗнче тӗн культӗнчен нумай сасӑпа юрланине пӗтерме сӗннӗ пулнӑ, апла пулин те рим шкулӗн ертӳҫи Джованни Пьерлуиджи Палестрина ирттернӗ реформа кӑна католиксен чиркӗвӗнче полифонийӑна упраса хӑварать. Вӑл «таса», «тӑрӑлнӑ» евӗр пулса тӑрать. Палестрина ӳнерӗнче ҫавах та Чӗрӗлӳ саманинчи чиркӳпе ҫыхӑнман мусӑкӑн хӑш-пӗр тӗпренчӗкӗсем вырӑн тупнӑ-тупнах.

Ку вӑхӑтра инструменталлӑ музыкӑн та ҫенӗ жанрӗсем ҫуралаҫҫӗ, лютнйӑпа, органпа, вёрджинелпа калакан наци шкулӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Италире хӗлӗхлӗ музыка инструменчӗсем хатӗрлес ӑсталӑх вӑйланать. Хӗлӗхлӗ инструментсен икӗ тӗсӗ хушшинче эстетика тӗлӗшӗнчен тавлашу ҫуралать: пӗри — аристократсен хушшинче анлӑ усӑ куракан виола, тепри — ахаль халӑх анлӑ усӑ куракан сӗрме купӑс.

Чӗрӗлӳ самани ҫӗнӗ мусӑк жанрӗсем ҫӳралнипе вӗҫленет: уйрӑммӑн юрласси, кантата, оратори тата опера. Ҫапла май майӗпен гомофонлӑ стиль вӑй илсе пырать.

Ҫурҫӗрти Чӗрӗлӳ

Тĕп статья: Ҫурҫӗрти Чӗрӗлӳ

1450 ҫулччен Италинчи Чӗрӗлӳ самани ытти ҫӗршывсене витӗм кӳмен. 1500 ҫул хыҫҫӑн ҫак стиль Европӑри ытти ҫӗршывсем тӑрӑх сарӑлма пуҫлать, анчах та каярахри готикӑн чылай витӗмӗсем барокко самани пуҫланичченех сыхланса юлнӑ.

«Чӗрӗлӳ» текен ӑнлав Италинче XIV ӗмӗрте ҫуралнӑ, ӑна палӑртнӑ май саманара пулса иртнӗ ҫӗнӗлӗхсене ӑнланса илме тӑрӑшнӑ. Чӗрӗлӳ саманин литературинче чи малтанхи утӑмсем тӑваканни Данте Алигьери шутланать. Шӑпах вӑл чи малтан хӑйӗн «Камит» хайлавӗнче этеме тимлӗх уйӑрнӑ, унӑн пӑшӑрханӑвӗсене, туйӑмӗсене палӑртнӑ. Каярахпа вӑл хайлав ячӗ «Питӗ чаплӑ камит» пулса тӑнӑ. Шӑпах Данте Алигьери гуманистла йӑлана татӑклӑн чӗртсе тӑратнӑ пӗрремӗш сӑвӑҫ шутланать.

«Ҫурҫӗрти Чӗрӗлӳ» тенӗ чухне ҫак самана Альп тӑвӗсенчен ҫурҫӗрелле, Итали тулашнелле сарӑлнӑ вӑхӑта палӑртаҫҫӗ. Ҫурҫӗр Чӗрӗлӗвне Италири Чӗрелӳрен уйрӑммӑн пӑхма май ҫук, вӗсем тачӑ ҫыхӑннӑ, апла пулин те вӗсем хушшинче уйрӑмлӑхсем те пур. Тӗслӗхрен, Ҫурҫӗр Чӗрӗлӳ пӗрешкел пулман, кашни патшалӑхра вӑл мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑнӑ. «Ҫурҫӗрти Чӗрӗлӳ» тенӗ чухне Нидерландри, Францири тата Германири ҫакнашкал стиль саманине палӑртаҫҫӗ.

 
«Полифил тӗлӗкӗнчи юратулла пӑралани» (1499) — Чӗрӗлӳ саманинчи кӗнеке пичетлес ӳнерӗн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри

Ҫурҫӗрти Чӗрӗлӗвӗнчи ӳнер итальян ӑстисенчен уйрӑмах живопиҫре расна пулнӑ. Итальян ӑстисемпе танлаштарсан кунти ӳнерҫӗсем антикӑран юлнӑ эткер ҫине сахалрах тимлӗх уйӑрнӑ, этем анатомине те тарӑннӑн тӗпчесшӗн пулман. Ку тӑрӑхра готика ӳнерӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, ҫавна май вырӑнтисем ӑна тӑруках пӑрахӑҫласшӑн пулман.

Ку стильпе ӗҫлесе палӑрнӑ ӑстасем: Альбрехт Дюрер, Ганс Гольбейн Кӗҫӗнни, Лукас Кранах Асли, Питер Брейгель Асли. Проторенессанс сӗмӗ каярахри тапхӑрти готика стилӗн ӑстисен Ян ван Эйкпа Ганс Мемлингӑн хӑш-пӗр хайлавӗсенче палӑрать.

Раҫҫейри Чӗрӗлӳ

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Возрождение, эпоха // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Пясецкий В. Н. Архитектурные формы раннего возрождения в Италии. Обзор архитектурных форм раннего Возрождения вместе с историческими сведениями о них с указанием причин их появления в итальянском искусстве. Описание различных деталей памятников итальянского зодчества XV века с чертежами и рисунками. С 142 чертежами на десяти отдельных листах и 10 рисунками в тексте. — С.-Петербург: Издание редакции журнала "Строитель". Типография Е. Евдокимова. Троицкая ул., №18. 1897. — 106 с.
  • Абрамсон Мэри Лазаревна. От Данте к Альберти / Ответственный редактор член-корреспондент АН СССР Зинаида Удальцова. Академия наук СССР.. — М.: Наука, 1979. — 176, [8] с. — (Из истории мировой культуры). — 75 000 экз. (обл.)
  • Гарэн Э. Проблемы итальянского Возрождения: Избранные работы. — М.: Прогресс, 1986. — 400 с. — 40 000 экз.
  • Искусство раннего Возрождения. — М.: Искусство, 1980. — 257 с.
  • История искусства: Ренессанс. — М.: АСТ, 2003. — 503 с.
  • Яйленко Е. В. Итальянское Возрождение. — М.: ОЛМА-ПРЕСС, 2005. — 128 с.
  • Андреев М. Л. Инновация или реставрация: казус Возрождения// Вестник истории, литературы, искусства. Т. 1. — М.: Наука, 2005. С. 84-97.
  • Баренбойм П., Шиян С. Микеланджело. Загадки Капеллы Медичи. М.: Слово, 2006. ISBN 5-85050-825-2
  • Государство как произведение искусства: 150-летие концепции: Сб. статей/ Институт философии РАН, Московско-Петербургский философский клуб; Ответственный редактор Абдусалам Гусейнов. — М.: Летний сад, 2011. — 288 с. (PDF-версия)
  • Рыков, А.В. Вокруг Леонардо да Винчи: модернизм, террор, грезы и метаистория // Вестник Санкт-Петербургского университета. Сер. 15. 2015. Выпуск 4. С. 98-108

Асăрхавсем

Каçăсем