Чуфарово (Вешкайма районĕ)
Чуфарово — Чĕмпĕр облаçĕнчи Вешкайма районĕн ĕçтеш паçулки (хула евĕр паçулкă), чукун çул чарăнăвĕ.
Чуфарово
|
Халĕ Чуфарово хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Фалова Галина Васильевна.
Тавралăхĕ
тӳрлетКун-çулĕ
тӳрлетВешкаймăран çурçĕр-тухăçалла 20 çм, Майна Барыша юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. XVII ĕмĕрте салтак хурал слободи пек Карсунь-Чĕмпĕр касă йĕрĕн кăнтăр енче никĕсленĕ. Виçĕ тăван арçынсен хушамачĕпе —Чуфаров дворян ăратти — ят панă, вĕсен кунта суха ани çĕре пулнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетХалăх йышĕ— 2,7 пин çын (2002).
1913 çулта Чуфарово вырăс ялĕнче 284 килре 1779 çын пурăннă.
1918 çулта кунта ЧĕмпĕрТимĕр дивизине йĕркеленĕ, вăл Чĕмпĕр çине тапăнса пырать. Ĕçтеш паçулки статусне Чуфарово 1968 çулта тивĕçнĕ. 1996 çулта 2900 çын пурăннă, ытларахăшĕ вырăссем.
Экономика
тӳрлет- Арматура завочĕ,
- СПК «Путь Ильича»,
- АОЗТ «Контактор» филиалĕ,
- Тĕшĕ тыр йышăну предприятийĕ, нефть бази.
2008 çулта Чуфарово арматура савутне банкрот имшерĕ çапать.
Çутĕç, культура, паллă вырăнсем
тӳрлет- Вăтам шкул,
- Культура Керменĕ,
- вулавăш,
- медпункт,
- пульницă,
- ача-пăча пахчи,
- çыхăну уйрăмĕ.
- Турă амăш Ырă хыпар чиркĕвĕ (1760
Вуламалли
тӳрлет- terrus.ru — Раççей хыпар бази 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чĕмпĕр облаçĕн почтă индексĕсем 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ОКАТО 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- ulianovsk.ru 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |