Чичерина Юлия Дмитриевна

Чичерин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ю́лия Дми́триевна Чиче́рина (çурла, 7, 1978, Свердловск, РСФСР, СССР) — раççей рок-юрăçĕ, мусăкçă, хăйĕн юррисене шăрантаркан. Пултарулăхĕпе «Урал рокĕ» («Сансара» тата «Смысловые галлюцинации») мусăк культури хумĕ йышне кĕрет.

Юлия Чичерина
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Юлия Дмитриевна Чичерина
Çуралнă вăхăт 1978, çурла, 7
Çуралнă вырăн Свердловск, РСФСР, СССР
Патшалăх РФ
Профессисем XXI, XX ĕм. Раççей юрăçи, гитарисчĕ, композиторĕ, сăвăçи, актриси
Жанрсем альтер-рок, брит-поп, инди-рок
Ушкăнсем «Чичерина»
Пĕрĕçлĕх «Би-2», «Смысловые галлюцинации»
chicherina.com

Биографи

тӳрлет

1978 çулхи çурлан 7-мĕшĕнче Свердловскра (халĕ Екатеринбург) çуралнă. Ача чухнех сăрлама тата юрлама кăмăлланă, шкулта пултарулăх ĕçне хутшăнса гитара тата параппан çинче вылянă. Мусăк вĕрентешĕвĕнче эстрада вокалĕ класĕпе пĕлӳ илнĕ. Юльăн аппăшĕ - Дина - пур[1].

1997 çулта Екатеринбург хулинче Чичерина хăйĕн ушкăнне йĕркеленĕ, ăна «Чичерина» ят панă. Унта Азат Мухаметов, Александр Бурый тата Александр Александров мусăкçăсем кĕнĕ. Çак йышпа «Ту-лу-ла» юрăна шăрантарса Чичерина пĕтĕм çĕршывра паллăха тухнă[1]. Группа 1997 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче çурална теме пулать>ref>Катя Ермолаева. Интервью с Юлей Чичериной: «Счастье — в самых высоких горах». 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. // insidernews.ru (9 апреля 2012 года) </ref>, ун чухне вăл пĕрремĕш хут «J-22» екатеринбург клубĕнче хăйĕн пултарулахне кăтартнă.

Кайран коллектив Анăç Çĕпĕрти темиçе мусăк фестивалне хутшăннă. Юля Чичерина çырса хунă юрă кассетине «Наше радио» мусăк продюссерне Михаил Козырева ярса парсан, группăна «Нашествие» мусăк фестивальне чĕннĕ.

1999 çулта Чичерина «Real Records» сасă çыракан раççей компанипе контракт çине алă пуснă хыççăн Мускава ĕçлеме куçнă. Вадим Самойлов, «Агата Кристи» группа лидерĕ унăн продюссерĕ пулса танă[1].

Пайăр пурнăçĕ

тӳрлет

Хĕрĕ — Майя (1999)[2][1][3], ашшĕ — Александр Бурый, бас-гитарист тата «Чичерина» группăн пĕрремĕш йышĕн саунд-продюсерĕ, унчен «Смысловые галлюцинации» раççей рок-группăн бас-гитарисчĕ[1][4][3][5][6].

Халĕ Чичеринăн упăшки — архитектор Сухраб Раджабов. Мăшăр Мускав облаçĕнче, Княгинино ялĕнче йăва çавăрнă[7]

Пултарулăх

тӳрлет

Фильмографи

тӳрлет

Кинорольсем

тӳрлет

Дискографи

тӳрлет

Студи альбомĕсем

тӳрлет
  • 2000 — «Сны»[8]
  • 2001 — «Течение»[9]
  • 2002 — «Точки» (Live)
  • 2004 — «Off/On»
  • 2006 — «Музыкальный фильм»
  • 2007 — «Человек-птица»
  • 2015 — «Сказка о странствии и поиске счастья»
  • 2000 — «Ту-лу-ла»
  • 2001 — «Дорога»
  • 2009 — «Шила платье»
  • 2009 — «Christmas»
  • 2011 — «Опасно»
  • 2016 — «На передовой»

Вокал кинора

тӳрлет

Телекăларăмсене хутшăнни

тӳрлет

Видеовăйăсем

тӳрлет

Чыславсем

тӳрлет
  • 2000 — Ылтăн Граммофон парне лауреачĕ — «Жара» юрăшăн
  • 2002 — Ылтăн Граммофон парне лауреачĕ, «Би-2» группăпа пĕрле — «Мой рок-н-ролл» юрăшăн
  • 2003«Муз-ТВ» парне лауреачĕ, «Би-2» группăпа пĕрле «Чи паха юрă» номинацире — «Мой рок-н-ролл» юрăшăн.

Асархавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Биография Юлии Чичериной. «Вокруг ТВ» // vokrug.tv
  2. ^ ВИДЕО. Программа Юлии Меньшовой «Наедине со всеми. Юлия Чичерина». Первый канал (выпуск от 21 апреля 2014 года) // 1tv.ru
  3. ^ 1 тата 2 Всё о звёздах. Биография Юлии Чичериной. Журнал «7 дней» // 7days.ru
  4. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок путешественница не указан текст
  5. ^ ДЕВОЧКА С БУРЕНКОМ (2002-02-03). Тĕрĕсленĕ 7 Кӑрлач уйӑхӗн 2015.
  6. ^ Юлия Чичерина: Мой рок-н-ролл. Тĕрĕсленĕ 7 Кӑрлач уйӑхӗн 2015.
  7. ^ Чичерина Юлия с дочкой Майей, бельгийскими овчарками Рексом и Микки и друзьями празднует свой день рождения в строящемся доме в деревне Княгинино Клинского района Московской о… 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ Рецензия в журнале «FUZZ» № 9, 2000 год Шаблон:Rating
  9. ^ Рецензия в журнале «FUZZ» № 11, 2001 год Шаблон:Rating
  10. ^ АУДИО. Саундтрек к фильму «О чём говорят мужчины» (2010 год). 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. «Яндекс.Музыка» // music.yandex.ru

Литература

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет