Черпус
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ял пулнă вырăн | |
Паллă мар
| |
Патшалăх | РФ |
Вырнаçу | Новосибирск хули |
Статус | Хула çĕрĕ |
Черпус (официаллă майпа вырăсла Берёзовый Лог тенĕ) — Новосибирск хулин Советски районĕнчи Академхулари тахçан чăваш ялĕ пулнă вырăн. Интернетри хыпарсем çавăн пекех унта кăштах тутарсем, мордвасем пурăннă пек кăтартаççĕ. Анчах архиври чăн материалсене куç умне кăларни курăнмасть. Ку вырăн çавăн пекех «Щ» микрорайон пек те паллă.
Тавралăх
тӳрлетЯл çырма хĕррипе вырнаçнă пулнă. Çырмине халĕ вырăссем «Чербузы» е «Чербусы» теççĕ. Çав çырман пысăк пайĕ ĕнтĕ çĕр айĕнче, пăрăх витĕр юхать. Пăрăх Демаков урамĕн айĕпе иртет. Çĕр айне кĕреймесĕр юлни пĕр çур çухрăм пек, мĕншен тесен унта чукун çул пулнă. Халĕ çав чукун çула сÿтнĕ те, малашне унта парк йĕркелеме шутлаççĕ[1][2].
Ялăн масарĕ пурăна-киле хула масарĕ пулса тăнă. Унта çав тери паллă çынсене пытарнă. Официаллă вырăсла ят — Южное Кладбише. Официаллă мар ят — Чербузинское Кладбище. Ун пирки вырăсла Википедире ятарлă статья та пур.
Вырăсла матералсем «Черпус» сăмах «шурă хурăн» пĕлтерĕшлĕ тесе ĕнетересшен. Анчах чăваш чĕлхи çакна хирĕçлет.
Кунçул
тӳрлет1925-мĕш çулта никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Хăшпĕр çăлкуçсем вара 1921-мĕш çулта пуçланнă пек кăтартаççĕ[3].
Яла пĕтерме 1981-мĕш çулта йышăну тунă. 1983-мĕш çулта юлашки çурта (адресĕ: Буранный проезд-9) сÿтнĕ е ишнĕ[4]. Анчах та çав çăлкуçах паянхи кунчченех «Пасечная» урам сыхланни çинчен пĕлтерет.
Ял çыннисене Арбузов урамĕнчи 16-мĕш çуртра хваттерсем пани пирки калани пур.
Черпус яленчи урамсен ячĕсем (вырăсла): Полевая, Пасечная, Буранная, Буранный проезд, Безымянный тупик. Чи хĕрричи çурт «Демаков урамĕ» текен автобус чарăнăвĕ патĕнче пулнă. Унта халĕ Соловьёва хушаматлă ял çынни лартнă тирек ÿсет.
Паллă çыннисем, ытти харкамлăхсем
тӳрлетЯлти пĕрремĕш тракторист — Нестеров Иван Васильевич, шăпах ун çуртне 1983-мĕш çулта чи юлашкинчен сÿтнĕ. Унăн çурчĕ паянхи «Полевая» урамăн 11-мĕш çурчĕ çывăхĕнче пулни пирки каланă.
Журналистсем Валентина Кузьминична Федорова тата Любовь Михайловна Тростенцова каласа панисене çырса илнисем пур[5].
Вуламалли
тӳрлет- Антропов Е. В. НОВОСИБИРСК: ЭТНИЧЕСКИЕ АСПЕКТЫ ВОЗНИКНОВЕНИЯ И РАЗВИТИЯ ГОРОДА (КОНЕЦ ХIХ-НАЧАЛО XXI В.) 07.00.07- Эnюграфия, этнология и антропология АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата исторических наук. Томск-2013
- Антропов Е.В. Эволюция сельского этнолокального сообщества под воздействием городской среды (на примере чувашского поселения Чербусы в Новосибирской области) / Е.В. Антропов // Проблемы археологии, эnюграфии, антропологии Сибири и сопредельных территорий : материалы Годовой сессии Института археологии и этнографии СО РАН 2006 г. - Новосибирск : Изд-во ИАЭТ СО РАН, 2006. -Т. ХП, ч. П. - С. 44-47. - 0,3 п.л.
- Антропов Е.В. История исчезновения чувашской деревни Чербусы / Антроnов Е.В. // Сибирская деревня: история, современное состояние,
nерспективы развития : материалы VII Международной научно-практической конференции, посвященной 90-летию Омского государственного аграрного университета и 180-летию агрономической науки в Западной Сибири (27-28 марта 2008 г., Омск). - Омск : Изд-во Омск. гос. аграр. ун-та, 2008. - Ч. I. - С. 11-14. - 0,3 n.л.
Каçăсем
тӳрлет- Чербусы д. (Чербузы, Берёзовый лог) Бугринская волость Томский уезд Томской губернии.
- Чербусы — Академхула форумĕ.
- В ТАЕЖНЫЙ КРАЙ ЗА ЗЕМЕЛЬНЫМ НАДЕЛОМ — Правда ПФО
- Тăрнашур
- Тикеш хулашĕ
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Байжанов, Ерлан. В Советском районе появится парк на месте железной дороги в Щ — Родные берега хаçат сайчĕ — 18, август, 2021
- ^ Байжанов, Ерлан. Сквер в «Щ»: в Советском районе появится памятник речке Чербусы Источник: https://vn.ru/news-skver-v-shch-v-sovetskom-rayone-poyavitsya-pamyatnik-rechke-cherbusy/
- ^ Кабанов, Илья. Как начинался Академгородок: пельмени под водочку и бананы в буфете — Тайга.инфо. 09 Дек 2018, 06:41
- ^ Орлова, Юлия. Страницы истории микрорайона Щ — Официальный сайт города Новосибирска
- ^ NB: Чербусы на Арбузова 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. — Академия новостей. 15, сентябрь, 2008
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |