Чернышев-Шетьмĕ Никита Константинович
Никита Константинович Чернышев-Шетьмĕ (1911 çул, ака, 30, Çĕньял Шетмĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш Ен — 1977 çул, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР) — чăваш композиторĕ, артисчĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетНикита Чернышев 1911 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енри Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралнă, ачалăхра тăлăха юлнă. Ленинград хулинче, ача-пăча усрав çуртĕнче ӳснĕ. Кунтах вăл фортепианопа тата сĕрме купăспа выляма хăнăхать.
Вунулттă çул тултарсан Никита Шупашкара таврăнать. 1928 çулта мусăк шкулне вĕренме кĕрет. Иккĕ çул иртсен ăна Мусăк театр техникумне куçараççĕ. Кунта вăл пулас паллă композиторсемпе Филипп Лукинпа, Григорий Хирбӳпе, Герман Лебедевпа, Аристарх Орлов-Шуçăмпа пĕрле вĕренет.
Пуçламăш уроксене пире Степан Максимов панă. Вĕрентӳçсем хушшинче наци мусăкне аталантарас ĕçе нумай хал панă Владимир Михайлович Кривоносов пулнă»
— çырать хăйĕн биографинче Никита Константинович.
Никита Чернышев яланах ун пирки питĕ ăшшăн асăннă, хăйĕн пĕрремĕш вĕрентӳçĕ тесе йышăннă. Çав çулсенче вăл Григорием Яковлевичем Хирбюпе çывăх паллашать. Çутçанталăк Никита Константиновича питĕ çивĕч мусăк сисĕмне, тимлĕхе тата ĕçченлĕхе парнеленĕ. Çакна пула вăл яш чухнех мелодисем хайлама пикенет.
«1932 çулта эпĕ «Çĕнĕ ял» юрăна кĕвĕлерĕм, ăна республикан «Ялав» журналĕнче пичетлерĕç. Çак вăхăтра мусăк театрĕ çумĕнче композиторсен уйрăмне йĕркелеççĕ, унăн йышне Ф. Лукин, Г. Хирбю, Г. Лебедев, Орлов-Шуçăм тата мана илеççĕ. Филипп Лукин хистевĕпе «Пионерсен юррисем» пухăма кăларнă, унта манăн юрăсене те кĕртнĕччĕ: «Ленина асăнса», «Пионер юрри», «Çурт-йĕр тăвакансен юрри». Çапла манăн пултару ĕç-пуç пуçланса кайрĕ»
- вулатпăр Никита Чернышев-Шетьмен асилевĕсенче.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Пурнăсне мусăка халалланă, «Çĕнтерӳшĕн», Йĕпреç(ĕçлемен каçă)