Чернов Фёдор Николаевич
Чернов Фёдор Николаевич 1-мĕш Беларуç фрончĕн 117 перевçĕсен дивизин 240 перевçĕсен полкĕн танка хирĕçле пăшаллă взвод командирĕ, лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Фёдор Николаевич Чернов | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1918çул, çĕртмен 26-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Асанкасси ялĕ Комсомольски районĕ РСФСР | |||||
Вилнĕ вăхăт | 1976 çул, раштавăн 19-мĕшĕ | |||||
Вилнĕ вырăн | Çĕмĕрле хули Раççей | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Çар ăрачĕ | пехота | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941-1963 | |||||
Хисеп | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
| |||||
Отставкăра |
Биографи
тӳрлет1918-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшенче хальхи Комсомольски районĕн Асанкасси ялĕнче çуралнă. Чăваш. 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1941-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 1942-мĕш çулхи кăрлачра кĕçĕн лейтенантсен шкулне пĕтерсен Калинин фронтне лекет. Кăнтăр-Хвеланăç, 1-мĕш Балтиçум, 1-мĕш Беларуç фрончĕ çапăçать. Витебск патĕнчи çапăçусенче, Белорусипе Польшăна ирĕке кăларнине хутшăнать.
1944-мĕш çулта ВКП(б) ретне кĕрет. Висла юханшывĕ хăйен хастарлăхне уйрăмах кăтартать. 1944-мĕш çулхи утă уйăхен 26-мĕшенче Чернов лейтенант ертсе пыркан взвод (240-мĕш стрелок полкĕн тапăнакан ушкăнта) Казимеж-Дольны (Польша) хули патĕнче Висла урлă каçса тӳрех çапăçăва кĕрет. Взвод тăшманăн 14 контратакине сирсе янă, 2 вут точкине пĕтернĕ. ПТР валли патронсем пĕтсен Чернов взвода стрелоксемпе пĕрле виçĕ хут атакăна çĕклет. Аманнă пулсан та çапăçу хирĕнчен каймасть. Вăрçă хыççăн çарта юлать. 1945-мĕш çулта «Выстрел» курссене пĕтерет. 1963-мĕш çултан капитан Чернов запасра. Çĕмĕрле хулинче ĕçлесе пурăннă. 1976-мĕш çулхи çĕртме уйăхен 12-мĕшĕшче вилнĕ.
Чыслани
тӳрлет- Совет Союзĕн Паттăрĕ- 27.02.1945 (N 7544).
- Ленин орденĕ
- Тăван Çĕршыв вăрçин орденĕ
- "Хăюллăхшăн" медаль.
Çĕмĕрле хулипе ун ячĕллĕ урам пур. Асăну хăмисем Асанкасси ялĕнче, Çĕмĕрле хулин военкомат çурчĕ çинче вырнаçнă.
Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Памятная доска в Шумерле |
Каçăсем
тӳрлет- Чернов çинчен Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназин музейĕнче(выр.)
- Чернов çинчен Вăрнар сайчĕнче(ĕçлемен каçă)(выр.)
- Чернов Фёдор Николаевич
- БОЙ НА ПЛАЦДАРМЕ - Чернов Федор Николаевич(ĕçлемен каçă)