Челепи облаçĕн Аркаяш районĕ
Аркая́ш районĕ — Челепи облаçĕн (Раççей Федерацийĕ) районĕ.
Административлă тĕпĕ — посёлок Аркаяш. Çĕр лаптăкĕ — 2791 çм². Халăх йышĕ — 42,3 пин çын (2005).
Районăн кун-çулĕ
тӳрлетРайона 1930 çулта Пушкăрт АССРĕ шутĕнче туса хунă. 1934 çулта Челепи облаçĕн Аркаяш наци тăрăхне кĕрет.
Административлă пайĕсем
тӳрлет12 ял канашĕ: Акпа́ш, Аркая́ш, Аяску́л, Байрамгу́л, Дерби́ш, Иша́ли, Хăмăш, Кузнецкий, Кулуй, Норки, Худайберды, Яратку́л. 85 яллă пурăну вырăнĕ.
Хуçалăхĕ
тӳрлетЯл хуçалăх çĕрĕсем — 140,8 пин га. Районра тырă тата пăрçа евĕр тырра, çĕр улми, пахча-çимĕç ӳстерсе илеççĕ. Ӗне-сурăх, лаша тытаççĕ, кролик, чăх-кăвакал ĕрчетеççĕ.
Çĕр управĕнче ылтăн тăпри, тĕслĕ мрамор пур.
Климатлă тата бальнеологи курорчĕ Увильтă ĕçлет.
Чаплă куравĕсем
тӳрлетАрхитектура палăкĕсем: Губе́рнское сали — Дмитрий соборĕ (1899 ç.), Кузне́цкое сали — Турă амăш çууралнине чыслав чиркĕвĕ (1805 ç.).
Неолит тапхăрĕнчи çын пурăннă вырăнĕсем: Ново-Соболево тата Старо-Соболево (Норки ял канашĕ).
Паллă çынсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |