Чекушкина Лолита Васильевна
Лолита Васильевна Чекушкина (1965 çул, авăн, 24, Шупашкар, Чăваш АССР çур.) – чăваш композиторĕ, педагогĕ, РФ Композиторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1996). [1]
Лолита Чекушкина | |
Çуралнă вăхăт | 1965, авăн, 24 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Шупашкар, Чăваш АССР |
Патшалăх |
ССРП Раççей Федерацийĕ |
Профессисем | СССР, Раççей, Чăваш Ен композиторĕ, педагогĕ |
Жанрсем | классика |
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2011), Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (литературăпа ӳнер, 2012), Республикăри театр ӳнерĕн «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн лауреачĕ (2001, 2008, 2009, 2010, 2013).
Биографи
тӳрлетШупашкар хулинче çуралса çитĕннĕ. Хулари мусăк училищинче (А.Г. Васильев класĕ, 1984) пĕлӳ пухнă, Чулхулари патшалăх консерваторинче (Б.С. Гецелев профессор класĕ, 1989) ăсталăхне ӳстернĕ.
1989–2000 çулсенче Лолита Чекушкина Шупашкарти Вырăс драма театрĕн мусăк пайне ертсе пынă, çав чухнех 1993–97 çулсенче Г. С. Лебедев ячĕллĕ интернат-лицейĕнче композици вĕрентӳçи пулса тăрăшнă. 1993 çултанпа вăл Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча ӳнер шкулĕнче мусăк теорин дисциплинисен вĕрентӳçи.
Пултарулăхĕ
тӳрлетЛолита Васильевна симфони оркестрĕ валли «Телĕксем» поэма-каприччио (1989), камера оркестрĕ валли «Георгий Степанова асăнмалăх постскриптум» поэма-каприччио (1999), КАмера оркестрĕпе хĕрарăм сасси валли фантази-концерт (1994), ачасем валли темиçе фортепиано пьесине, 30 яхăн солопа хор юррисене, спектакльсем валли мусăк хайланă.
Унăн «Зора» балетне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1998 çулта кăтартнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ валли вокалпа хореографи композицисене, вĕсен хушшинче «Сурхури», çырнă.
Вуламалли
тӳрлет- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чекушкина Лолита Васильевна Культура министерствин сайтĕнче
- Исследовательская работа «Творчество Чекушкиной Лолиты Васильевны- молодого современного чувашского композитора»(ĕçлемен каçă)
Ку композитор пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |