Чебанов Анатолий Сафронович
Анатолий Сафронович Чебанов (1937 çулхи нарăсан 3-мĕшĕ, Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕ — 2011 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕ) — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ.
Анатолий Сафронович Чебанов | |
Çуралнă вăхăт: | 1937 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Чăнлă Шăхаль ялĕ, Çĕпрел районĕ, Тутарстан |
Вилнĕ вăхăт: | 2011 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕ |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза, поэзи, драматурги |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1997) |
Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1991). Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1997).
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1937 çулхи нарăсан 3-мĕшĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Вăтам шкулта пĕлу пухсан ял хуçалăх механикне вĕреннĕ. Çурçĕр Казахстанра çерем çĕрĕсене уçнă.
А.Чебанов çамрăклах клуб сценине хапăл тунă. Пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех вăл А. Кăлканăн «Анисса» драминче вылянă, каярахпа хăй те пьесăсем çырма пикеннĕ. «Праски инке хĕр парать», «Праски кинеми мăнукне авлантарать» камитсене халăх уйрăмах юратать. Анатолий Чебанов çырнă пĕр пайлă пьесăсем «Укăлча умĕнче», «Ниме», «Вĕлтрен кайăкĕ», «Хăтасем», «Шăпа панă телей» Чăваш ен телевиденийĕпе кăтартма тивĕçлĕ пулчĕç.
Çыравçă сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем те пысăк хисепреччĕ — ун сăмахĕсемпе чăваш композиторĕсем Ф.Лукин, Ю.Григорьев, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, А.Никитин, С.Толстов, П.Романов, В.Дмитриев, Г.Алексеев, Н.Заводскова, А. Галкин чылай юрăсем çырнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлет1994 çулта Чĕмпĕр кĕнеке издательстви «Праски инке хĕр парать» ятпа унăн пьесисен пуххине кăларнă.
1997 çулта Шупашкарта «Драмăсемпе комедисем» ятпа кăларнă кĕнекере те унăн пьесисем пур. «Тăван Атăл», «Ялав», «Шевле çути», «Атăл юрри» журналсенче те пултаруллă драматургăн хайлавĕсем тăтăшах пичетленеççĕ.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Ҫӗпрелсем Чебановӑн юбилейне паллӑ тӑвӗҫ
- Арсений Тарасов: Эс кулăш çуратса пăх-ха! 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.