Чĕлхе усравçи

Чĕлхе усравçи (акăл. native speaker[1]), выр. носитель языка) — чĕлхе пĕрлĕхĕнчи чĕлхе нормисене пĕлекен тата чĕлхепе пурнăçра активлă усă куракан пайташ. Ку палăртавран курăнать ĕнтĕ, кунта чĕлхен тулли усравçи пирки сăмах пырать. Анчах та чĕлхен тулли мар усравçисем те пур. Ун пеккисене те асра тытма кирлĕ. Вырăсла термина калькăласа чăвашла куçарас пулсан, "чĕлхен йăтсаçÿревçи" тени пулать.

"Хавал" лакăр. Унта чăваш чĕлхин тĕрлĕ шайри усравçисем тата усравçă маррисем те пухăннă

Чĕлхен тулли (активлă) усравçин паллисем (критерийĕсем)

тӳрлет

Чĕлхене чĕлхе усравçи епле майпа-ха "усрать"? Паллах, чĕлхене пĕлнипе тата ăна хăйĕн пуçĕнче, ăс-тăнĕнче тытса тăнипе, "йăтса çÿренипе". Çавна пула кун пек çын çав чĕлхепе кулленхи пурнăçра усă курать. Ку ак çакăн пекрех хăшпĕр малсăлтавсене, уйрăм паллăсене тата майсене кура пулса пырать:

 
Атнер Хусанкай, чăваш чĕлхин тулли (активлă) усравçи
  • Чĕлхене ирхи ачалăхра ашшĕ-амăшенчен йышăннине кура.
  • Чĕлхене пĕлесси тата унпа усă курасси хăй тĕллĕн, "ятарласа тăрăшмасăр", апла-капла умри тĕллевсем лартмасăрах пулса пырать.
  • Ирĕклĕн тата спонтанла майпа калаçни.
  • Коммуникаци тĕлĕшпе компетенци пур, чĕлхен тути-масине, стильсене ытти çавăн пек пайрăмсене чухлать.
  • Çын хăйне чĕлхе пĕрлĕхĕн пайташĕ пек туйса тăрать.
  • Ют акцентсăр калаçать.

Чĕлхе усравçисен уйрăм тĕсĕсем

тӳрлет

Тулли усравçăсем пирки каларăмăр ĕнтĕ. Вĕсене урăхла чĕлхен активлă усравçисем теме пулать. Кунсăр пуçне чĕлхен пассивлă усравçисем (акăл. near-native speaker, выр. «приближающийся по уровню к носителю языка» ) пур. Çак пулăмпа çыхăннă ăнлавсене чĕлхе социологĕсем час-часах черченкĕ статуслă, пĕтсе е йăшса пыракан чĕлхесен усравçисене палăртма усă кураççĕ[2].

 
Юлашки могикан (Last of the Mohicans). Фенимор Купер (J. Fenimore Cooper) романне (1896) F.T. Merrill иллюстрацилени (1896)
  1. Çурмаусравçăсем (акăл. semi-speakers)[3][4].
  2. Тахçанхине усракансем (акăл. terminal speakers, выр. остаточные носители). Тахçан (ача чухне) чĕлхене пĕлнĕ, халĕ вара ытларахăшĕ манăçнă. Çапах та хăшпĕр япала асра юлнă.
  3. Аса илсе усравçă пулса тăракансем (акăл. rememberers, выр. «Вспоминающие»). Тахçан (ача чухне) чĕлхене пĕлнĕ, халĕ вара ытларахăшĕ манăçнă. Асра юлни çукпа пĕрех. Çапах хăшпĕр япалана аса илсе пурнăçра усă курма май пур. Кун пек усравçă шăпах çапла тăвать те ĕнтĕ.
  4. Куçа курăнман усравçăсем (акăл. ghost speakers, выр. «Носители-невидимки»). Çын хăйне чĕлхене пач пĕлменскер пек кăтартать тата палăртать. Калăпăр, престиж, вăтану-именÿ сăлтавĕсене кура. Ыттисем те çапла шутлаççĕ. Чăннипе вара çын чĕлхене пĕлет.
  5. Неоусравçăсем, çĕнĕ усравçăсем (акăл. neo-speakers, выр. «Неоносители»). Чĕлхене ятарласа вĕренсе унăн усравçи пулса тăни.
  6. Юлашки усравçă (акăл. last speaker, выр. Последний носитель). Мифологилле тенĕ пек сăнар. Тĕнче литературинче Юлашки Могикан тата Юлашки Удеге сăнарĕсем пур, сăмахран. Анчах та чăн пурнăçра та кун пекли пулать, шел пулин те. Сăмахран, Владимир Санги çыравçă хăйне нивх чĕлхин юлашки арçын-усравçи тесе шутлать[5]. Анчах та пĕртен-пĕрре мар, темиçе усравçă çеç тăрса юлсан та чĕлхене пĕтекеннисен шутне кĕртмелле, енчен те çак юлашки "йăтсаçÿревçĕсем" пĕр-пĕринпе, тĕрлĕ сăлтавсене пула, хутшăнса калаçаймаççĕ пулсан.

Пĕтсе пыракан, йăшса тăракан чĕлхе ытларах çак 1-6 номерсемпе палăртнă йышши усравçăсем çинче тытăнса тăрать. Тулли компетенциллисем — сахалтарах. Хăрушлахсăр статуслă чĕлхесем тĕлешпе вара лару-тăру пачах тепĕр майлă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Азимов Э. Г. , Щукин А. Н. Словарь методических терминов. Страницăсен шучĕ: 472, Кăларнă çул: 1999, Кăларавăш: Златоуст.
  • Азимов Э. Г. , Щукин А. Н. Новый словарь методических терминов и понятий (теория и практика обучения языкам). — М.: Издательство ИКАР. 2009.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чĕлхеçĕсен профессионалла жаргонĕнче час-часах спикер (акăл. speaker) е нейтив-спикер (акăл. native speaker) акăлчанла эквивалентсемпе усă кураççĕ.
  2. ^ Grinevald, Colette; Bert, Michel (2011). The Cambridge Handbook of Endangered Languages
  3. ^ Dorian, N. C. (1977). The problem of the semi-speaker in language death. Linguistics, 15(191), 23-32.
  4. ^ Dorian, N. C. (1980). Language shift in community and individual: The phenomenon of the laggard semi-speaker. International Journal of the Sociology of Language, 1980(25), 85-94.
  5. ^ Нивхи — RTД на Русском Опубликовано: 15 мар. 2016 г.

Каçăсем

тӳрлет