Чăваш диалектологи лабораторийĕ (ЧППУн Чăваш филологи факультечĕ)
Чăваш диалектологи лабораторийĕ — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Чăваш филологи факультетĕн лаборатори.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Лаборатори пуçлăхĕ - Л.П. Сергеев профессор.
Кун-çулĕ
тӳрлетЧăваш диалектологи лабораторине 2003 çулхи чӳк уйăхĕнче йĕркеленĕ. Вăл чăваш чĕлхи кафедри çумĕнчи ăслăх лабораторийĕ шутланать. Унăн тĕп ĕçĕ — чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсенчи диалект сăмахĕсене пухса картотека йĕркелесси. Лабораторире магнитофон ленти çине çырса илнĕ калаçу уйрăмлăхĕсен фонотекине тăваççĕ, ятарлă библиотека йĕркеленĕ.
Кĕнекесен тĕп пайне Л.П. Сергеев профессор парнеленĕ. Лаборатори ĕçтĕшĕсем ăслăх ĕçĕсене туса пыраççĕ, студентсен диалектологи практикине хастар хутшăнаççĕ.
Лаборатори фондĕнче студентсен курс тата диплом ĕçĕсем, рефератсем, диалектологи анкетисем тата ыттисем упранаççĕ.