Церква (юханшыв)
Церква — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Михайлов Полом ятлă ял çывăхĕнче вырнаçнă. Роман пĕви (выр. Романы пруды) яла çитиччен çурçĕрелле юхать, кайран вара çурçĕр-хĕвелтухăçнелле çул тытать те Мăн Ешĕл Çаран (выр. Большие Зеленые Луга) ял çывăхĕнче Уста шывĕпе пĕрлешет.
Церква юпписен шучĕ çирĕм ытла, пысăккисем çук. Пĕр вырăнта ăна пĕвеленĕ, икĕ вырăнта кӳлĕ витĕр юхса иртет.
Юханшыв тăрăхĕнче çак ялсем вырнаçнă: Михайлов Полом, Роман Пĕви (пушă ял), Мăн Тарасово (пушă ял), Тури Церквински, Трошково, Анат Церквински, Мăн Ешĕл Çаран.