Хам
Хам (ивр. חָם, грек Χαμ, Cham, арап. حام, xam, «вĕри») — библири персонаж, Пĕтĕм тĕнчене шыв илнĕ хыççăн çăлăнса юлнăскер, Нойăн виç ывăлĕнчен пĕрри, Иафетпе Симĕн тăванĕ ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#5:32; 6:10|5:32; 6:10]]), африка халăхĕсен халаплă çуратаканĕ, выр. хамство (чăвашла путсĕрлĕх) сăмах унран пуçланса кайнă, вăл культура чаракĕсене вырăна хуманнине пĕлтерет.
Биографи
тӳрлетПĕтĕм тĕнче шыва путас умĕн 100 çул маларах çуралнă, ковчегре арăмĕпе, ашшĕпе, шăллĕсемпе пĕрле ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#7:13|7:13]]) чĕрĕ юлнă. Ытти çăлăннисемпе пĕрле, Хам Арарат тăвĕ çинче çĕр çине ура пуснă ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#8:4|8:4]]) та Сеннаар çĕрĕнче пурăннă. Пĕр версипе, ашшĕпе харкашнă хыççăн, пулас, Хам Икĕпатра пурăнма тытăнать — Псалмсенче ăна Хам çĕрĕ теççĕ (Пс.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#104:23; 105:22|104:23; 105:22]]).
Çылăх
тӳрлетБиблире çырнипе,ашшĕ ӳсĕрĕлса кайнă хыççăн Хам хăйне намăсла тытнă. Вăл ашшĕ çарамас выртнине курнă та шăллĕсене каласа панă ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#9:22|9:22]]).
Несĕлсем
тӳрлетБиблире çырнипе, Хамăн Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан ывăлĕсем пулнă([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#10:6|10:6]]). Иосиф Флавий шухăшĕпе, Хуш ячĕ хыçĕнче эфиопсем, Мицраим — икĕпатсем , Фут ячĕ хыçĕнче — ливисем (маврсем), Ханаан ячĕ хыçĕнче — ханаансем тăраççĕ.
Хамăн тата унăн несĕлĕсен ăрăвĕ
тӳрлетХам ăрăвĕ
тӳрлетКивĕ Халалпа килĕшӳллĕ, Хамăн Шыв илни хыççăн тăваттă ывăл пулнă ([[|Быт.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#10:6|10:6—20]]).
- Хуш: (эфиопсем, кушитсем, тен, химьяритсем тата сабейсем)
- Мицраим: коптсем
- Фут: берберсем
- Ханаан: еврейсемчен Палестинăра пурăннă халăхсем
Хуш несĕлĕсем
тӳрлетБиблире çырнипе, Хуш Хамăн пĕрремĕш ывăлĕ пулнă, унăн улттă ывăл пулнă: Сева, Хавила, Савта, Раама, Савтеха тата Нимрод.
Мицраим несĕлĕсем
тӳрлетМицраимăн çичӗ ывăлĕ: Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим, Патрусим, Каслухим тата Кафторим.
Фут несĕлĕсем
тӳрлетБиблире Фут ывалĕсен ячĕсене асăнман.
Ханаан несĕлĕсем
тӳрлетБиблире çырнмпе, Ханаанăн вунпĕр ывăл пулнă: Сидон, Хет, Иевусей, Аморрей, Гергесей, Евей, Аркей, Синей, Арвадей, Цемарей тата Химафей.
Хам сăнарĕ кинематографра
тӳрлет- Ной / Noah (2014; США) режиссёр Даррен Аронофски, Хам ролĕнче Нолан Гросс (ача чухне), Логан Лерман (çамрăк чухне).
Асăрхавсем
тӳрлет
Çăлкуçсем
тӳрлет- Библи
- Книга Юбилеев
- Иосиф Флавий. Иудейские древности. Книга 1, гл. 6
- Полный Православный Богословскій энциклопедическій словарь, въ двухъ томахъ, Санктъ-Петербургъ, Издательство П. П. Сойкина, 1913.