Хаймулин Юсим Николаевич
Хаймулин Юсим Николаевич (1929, Шупашкар — 2020, Шупашкар) — Математик. И. Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра (1965-1980) тата Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕнче (1980-20001) студентсене вĕрентнĕ. Физика-математика ăславĕсен кандидачĕ (1967), доцент (1973). Аслă Атилĕх аслă вăрçă вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн унăн медаль пур. Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕ панă Хисеп грамоти (1989) пур. Чăваш ССР аслă шкулĕн тава тивĕслĕ ĕçлевçи (1991). 50 ытла ăслав ĕçĕн авторĕ.
Хаймулин Юсим Николаевич | |
Хаймулин Юсим Николаевич | |
Çуралнă вăхăт: | 1929, чӳк, 12 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Вилнĕ вăхăт: | 2020, нарăс, 5 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Патшалăх: |
ССРП, Раҫҫей Федерацийĕ |
Ăслăх сфери: | математика |
Альма-матер: | Чăваш патшалăх педагогика университечĕ |
Кунçулĕ пирки кĕскен
тӳрлетЮ. Н. Хаймулин 1929 ҫулта Шупашкар хулинче слушши килйышĕнче çуралнă. 1932-мĕш çултанпа хальхи Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕнче пурăннă.
Унăн ашшĕ ак çак çын пулнă[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)ХАЙМУЛИН Николай Прохорович (1895—1972, д. Латышево Янтиковского района), окончил Симбирскую чувашскую учительскую семинарию. Был заведующим школой, красноармейцем (1919 – 1920 г.г.), председателем Янтиковского волостного Совета, начальником земельного отдела Цивильского уезда (1923—1926 г.г.), директором Вурнарского техникума, первым председателем Урмарского районного исполнительного комитета, ответственным работником Янтиковского районного комитета КПСС.<Куçару: ХАЙМУЛИН Николай Прохорович (1895—1972, Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕ[2]), Чăмпĕрти вĕрентевçĕсен чăваш семинарине пĕтернĕ. Шкул ертÿçи пулнă, хĕрлĕармеец (1919 – 1920 çç.), Тăвай вулăс канашĕн пуçлăхĕ, Çĕрпÿ уесĕн çĕр пайĕн ертÿçи (1923—1926 çç.), Вăрнар техникумĕн директорĕ, Вăрмар район ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ, Тăвай КПСС райкомĕн яваплă ĕçлевçи.>
Ю. Н. Хаймулин 2020 ҫулхи февралĕн 5-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕ — тĕнекĕменлĕх сĕмĕллĕ ял. Çапла вара, «Хаймулин» хушамат шăпах çав самантпа çыхăннăскер теме пулать пуль, ахăртнех. Тен, математикăн ячĕ те (Юсим) çаванпах çыхăннă.
Пĕрлĕх тата халăх ĕçĕсене хутшăнни
тӳрлет
Вуламалли
тӳрлет- Сергеев Т. С. Хаймулин Юсим Николаевич — Электронлă чăваш энциклопедийĕ.
- Ушел из жизни доцент Юсим Хаймулин 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Первый председатель Урмарского районного исполнительного комитета Хаймулин Николай Прохорович
- ^ Çавăнта çуралса çавăнтах вилнĕ тесе ăнланмалла пуль.
Каçăсем
тӳрлет- Виталий Станьял: Живых и мертвых в память на века
- Валерий Алексин: Вӑрҫӑ умӗнхи Шупашкар.
- Д. Д. Ивлев на сайте vuz.exponenta.ru 2013 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.