Хĕрлĕ çунат
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Scardinius erythrophthalmus

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 163613
NCBI 58319

Хĕрлĕ çунат карп йышши пулă шутланать. Унăн кĕлетки 36 сантиметртан иртмест, йывăрăшĕ – 1 килограмран. Вăлчине хĕрлĕ çунат çуллахи кунсем пуçланнă вăхăтра сапать. Çиелтен пăхма чапакпа пĕр евĕрлĕрех пулин те уйрăмлăхĕсем те пур. Хĕрлĕ çунатăн хуппи сарă ылтăн тĕслĕрех, çунаттисем те хĕрлĕрех, çутăрах. Тути çӳлелле пăхать.

Хĕрлĕ çунат курăклă, çав вăхăтрах юхăмлă шывра пурăнать. Пĕр вырнаçнă вырăнтан куçса кайма юратмасть.

Хĕрлĕ çунат апат тиркемест, вăлта йĕппи çине кирек мĕн тирсен те хыпать. Çуркунне ытларах ăмана кăмăллать, ăна шыв тĕпĕнче шырать. Вăлтана çаклансан хĕрлĕ çунат тӳрех курăк хушшине тарма тăрăшать. Çавăнпа та вăлта йĕппи çакланса ларас хăрушлăх пысăк

Каçăсем

тӳрлет