Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ

Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ (каз. Шығыс Қазақстан облысы) — Казахстанăн хĕвелтухăç пайĕнчи облаçĕ, Раççейпе тата Китайпа чикĕ тытать. 1997 çулта унăн йышне Семипалатинск облаçĕн çĕрĕсене кĕртнĕ. Раççей Федерацин икĕ регионĕпе, Китайăн пĕр регионĕпе тата Казахстанăн виçĕ облаçĕпе чикĕ тытать:

Администраци центрĕ — Усть-Каменогорск хула.

1932 çулхи пуш, 10 никĕсленĕ.

Лаптăкĕ — 283,3 пин çм².

Халăх йышĕ — 1416,4 пин çын (2008), весенчен 59 % — хулара пурăнать. Облаç шутне 15 район, 10 хула, 30 паççулкă, 870 ял кĕрет.

Паллă юханшыв — Иртыш, ун çинче 3 ГЭС — Бухтарма, Шульба тата Усть-Каменогорск. Кӳлĕсем: Алаколь, Зайсан, Маркаколь, Сасыкколь.

Администраци тытăмĕ

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


Шаблон:Казахстанăн администраци тытăмĕ