Хăмăшлă районĕ
Хăмăшлă районĕ — Самар облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă çĕр. Администраци центрĕ — Хăмăшлă ялĕ.
Хăмăшлă районĕ Камышлинский район | |||
| |||
Патшалăх |
![]() | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Самар облаçĕ | ||
Тытăмĕ | 6 муниципаллă йĕркеленӳ | ||
Администраци центрĕ | Хăмăшлă | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1929 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Багаутдинов Рафаэль Камилович | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Шайхутдинов Минсагит Низамутдинович | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс | ||
Пурăнан халăх (2010) |
15 597 (0,34 %) | ||
Йышлăх | 13,17 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | тутарсем — 9613 çын (81 %), вырăссем — 1115 çын (9,4 %), чăвашсем — 617 çын (5,2 %), мордвасем — 176 çын (1,48 %) | ||
Конфесси йышĕ | православсем, мăсăльмансем | ||
Лаптăк | 823,5[2] çм² | ||
![]() | |||
Вăхăт тăрăхĕ | Шаблон:MSK+1 | ||
Телефон кочĕ | +7 84664 | ||
Сайчĕ | |||
Координатсем: 54°06′ с. ш. 52°08′ в. д. / 54.100° с. ш. 52.133° в. д. (G) (O) |
ТавралăхĕПравить
Лаптăкĕ 823 çм2 Паллă шывĕсем — Сук тата унăн юпписем.
Халăх йышĕ, район тытăмĕПравить
Районта 12 пин çын пурăнать. Район шутне 22 пурăну вырăнĕ кĕрет, вĕсенчен 13-че тутарсем пурăнаççĕ.
Кун-çулĕПравить
Района 1929 çулхи юпан 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Наци йышĕПравить
- Тутарсем — 9613 çын (81 %)
- Вырăссем — 1115 çын (9,4 %)
- Чăвашсем — 617 çын (5,2 %)
- Мордвасем — 176 çын (1,48 %)
- Украинсем — 93 çын (0,78 %)
- Азербайджансем — 93 çын (0,78 %)
Администрациллĕ тытăмлăхĕПравить
Ял тăрăхĕсем: [3]
- Пайтукан ял тăрăхĕ (Тутар Пайтукан, Чăваш Пайтукан, Вырăс Пайтукан ялĕсем, Хĕрлĕ Çыр паççулкă)
- Балыкла ял тăрăхĕ (Çĕнĕ Балыкла ял, Ватă Балыкла, Степановка, Степанвка Выççăлки чиркӳ ялĕсем)
- Йăрмак ял тăрăхĕ (Çĕнĕ Йăрмак, Ватă Йăрмак чиркӳ ялĕсем, Чулпан паççулкă)
- Хăмăшлă ял тăрăхĕ (Бузбаш, Юлдуз паççулкисем, Тавлеткуль ялĕ, Хăмăшлă чиркӳ ялĕ)
- Çĕнĕ Усман ял тăрăхĕ (Çĕнĕ Усман ч.я.)
- Ватă Усман ял тăрăхĕ (Неклюдово, Кивĕ Ӳсмел, Ватă Усман ч.ялĕсем, Ватă Чаговка паççулкă, Хмелевка, Неклюдово-Дурасово ялсем)
ЭкономикаПравить
Хăмăшлă районĕнче 10 колхоз, çĕр ĕçтĕшĕсен хуçалăхĕсен ассоциацийĕ, 26 çĕр ĕçтĕш фермер хуçалăхĕ.
Районăн промăçлăхĕ йышне Хăмăшлăри Промкомбинат тата Хăмăшлăри сĕт-çу савучĕ кĕрет. Районти транспорт отраçлĕнче АООТ «Автотранспорт предприятийĕ» тата АООТ «Хăмăшлăри Агропромтранс». Банк ĕçлет.
КультураПравить
Хăмăшлă районĕнче тутар халăх театрĕ, «Ак каен» («Шурă хурăн») фольклор ансамблĕ, вырăнти «Нур» телекурав каналĕ. «Камышлы хәбәрләре» («Хăмăшлă хыпарĕсем») хаçат тухать, редакторĕ — Резеда Мухтабаровна Тухбатшина.
АсăрхавсемПравить
- ^ 1 тата 2 ОКТМО. 185/2016. Приволжский ФО Проверено 27 октября 2016.
- ^ (Самарская область. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Хăмăшлă районĕн ял тăрăхĕсен пĕтĕмĕшле пахалăхĕ Архивленĕ 20 Раштав уйӑхӗн 2010 çулта.
КаçăсемПравить
- Облаç администрацин сайчĕ Архивленĕ 1 Чӳк уйӑхӗн 2007 çулта.