Фёдоров Лев Александрович

Фёдоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Фёдоров Лев Александрович (1953-мĕш çулччен Фастовский хушаматпа çÿренĕ, 1936-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ, Мускав хули — 2017-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ, Мускав хули) — профессор, химик. Чăваш[1].

Фёдоров Лев Александрович
Фастовский (1953-мĕш çул хыççăн — Фёдоров) Лев Александрович
Çуралнă вăхăт: 1936, çĕртме, 10
Çуралнă вырăн: Мускав хули, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2017, çурла, 12
Вилнĕ вырăн: Мускав хули, Раççей Федерацийĕ
Патшалăх:

СССР, Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: хими
Ăсчах степенĕ: хими ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав университечĕ

Хими ăслăхĕсен тухтăрĕ. Химилле хĕçпăшал енĕпе специалист шутланнă. Каярахпа вара, 1990-мĕш çулсенчен пуçласа, хими хĕçпăшалне пĕтерес ĕçе хутшăннă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1936-мĕн çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускав хулинче çуралнă. Л.А.Фёдоров пирки 1990-мĕш çулсенче Чăваш Енри СМИ нумай çырнă. Ятарласа унран эксклюзивла майпа илнĕ интервьюсем те пур. Вĕсенче вăл хайне яланах "чăваш" тенĕ. Хăйĕн кĕрÿшĕ те чăваш пулни пирки те пĕлтернĕ.

Тетелте (Интернетра) Лев Александрович виличчен кăшт маларах çырса хăварнă самаях пысăк автобиографи пур[2]. Халь çав сайтри хăшпĕр фрагментсемпе паллаштаратпăр.

<Куçару: Вырăс пек ÿссе çитĕнтĕм. Чăннипе вара анне (Федорова Александра Владимировна) Чăваш Енре хутăш килйышра çитĕннĕ (ашшĕ-чăваш, амăшĕ-вырăс), аттем вара (Фастовский Александр Самойлович) Украинăри традицилле еврей килйышĕнчен тухнă. Чăн та, вĕсем эп çуралсанах уйралса кайнă.>

Курăнать ĕнтĕ, генеалоги тĕлĕшенчен Лев Александрович 50% еврей, 25% вырăс, 25% чăваш пулнă.

<Куçару: Мускавран эвакуациленсен вăрçăн малтанхи çулĕсенче Чăваш Енри Çĕмĕрлере

пурăнтăмăр, унта аннем фронтра аманнă хыççăн çар госпиталĕнче ĕçлетчĕ>

<Куçару: Достовалова Валентина Ивановнăпа (1.3.1940-6.2.2015) 45 çул хушши, вăл çĕре кĕричченех, машăрланура тăнă. 1959-мĕш çулта çар хĕсмечĕ вĕçленсен гражданла паспорт илтĕм, вара унта, СССРта пиллĕкмĕш пункт пуррине кура, хам пирки "чăваш" тесе çыртартăм>

Çапла вара, электронла чăваш энциклопедийĕнче Лев Александрович пирки "чăваш" тени тĕп-тĕрĕс, чăнлăхпа килĕшсе тăрать, çĕр проценчĕпех (100%). Çав вăхăтрах Л.А.Фёдоров хăйĕн "еврейлĕхпе" çыхăннă нушисем пирки те çырса кăтартать (малалла вулăр).

<Куçару: >

Хăйĕн кукашшĕпе пĕртăван тата Чăваш Енре (Çĕмĕрлере) пурăннă çын пирки калани пур.

<Куçару: Кайран кăмапасем пирки паллă кĕнеке кăларнă манăн мăн кукка Ф.В.Федоров (1909-1991), уйрăм пĕлтерĕшлĕ Соловки лагерĕнче (СЛОН) 1934-1939-мĕш çулсенче 5 çул ларнăскер (1932-1934-мĕш çулсенче Мускаври Тимирязев академийĕнче вĕреннĕ чух выçлăх тата кулаксене тĕп туни тĕлĕшпе ытла уççăн калаçнине кура)>

Л.А.Фёдоров автобиографийĕнче Чăваш Енпе çыхăннă тата тепĕр фрагмента та курма пулать.

<Куçару: Ăнсăрт асаилÿ пек çакна пĕлтеретĕп. Чăваш Енрен таврăннă пĕр ăслав ĕçлевçипе курнăçнăччĕ. Туса лартнă хăватлă химкомбината мухтарĕ. Темиçе çул иртсен çеç ăнланса илтĕм: ыттисемпе пĕрле чи çĕнĕ йышши химилле хĕçпăшал тăвакан вĕр-çĕнĕ савут пирки пулнă иккен сăмах.>

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет

Ăслăх ĕçĕсем тата публицистика

тӳрлет

Кĕнекесем

тӳрлет
  • Федоров Л.А. «Диоксины как экологическая опасность: ретроспектива и перспективы». Москва: «Наука», 1993 г., 267 с.
  • Федоров Л.А. «Необъявленная химическая война в России: политика против экологии». Москва: ЦЭПР, Союз «За химическую безопасность», 1995 г., 304с.
  • Фёдоров Л.А. «Ни дня без химии (календарь-справочник по химической безопасности).» Москва: ЦЭПР, Союз «За химическую безопасность», 1999 г.
  • Федоров Л.А. «Тропой сталкера (военно-химический детектив». Москва: СоЭС, 2001, 54 с.
  • Федоров Л.А. «Где в России искать закопанное химическое оружие?». Москва: СоЭС, Союз «За химическую безопасность», 2002, 116 с.
  • Федоров Л.А. «Москва-Кузьминки» (военно-химическая оперетта)». Москва: СоЭС, Союз «За химическую безопасность», 2002, 84 с.
  • Федоров Л.А. «Химический бумеранг страны Советов (хроника жизни ненужного оружия в безалаберной стране)». Москва, 2003
  • Федоров Л.А. Яблоков А.В. «Пестициды — токсический удар по биосфере и человеку». Москва: «Наука», 1999 г., 462 с. (вариант для Запада: Lev A. Fedorov, Alexey V.Yablokov. «Pesticides — the chemical weapon that kills life (the USSRs tragic experience)». Sofia-Moscow: «Pensoft», 2004, 136 pp.
  • Федоров Л.А. «Советское биологическое оружие: история,экология, политика». Москва: МСоЭС, Союз «За химическую безопасность», 2006, 302 с. (вариант для Запада: Fedorov L.A. «Soviet Biological Weapons: History. Ecology. Politics». Moscow: URSS, 2013, 288 pp. ISBN 978-5-396-00516-7)
  • Федоров Л.А. «Химическое вооружение — война с собственным народом (трагический российский опыт)». Москва: Демократическая партия «Яблоко», 2009 г., том I, 392 с.; том II, 240 с.; том III, 384 с. (вариант для Запада: Fedorov L.A. «Soviet Chemical Armament: History. Politics». Part 1. Moscow: URSS, 2013, 400 pp. ISBN 978-5-396-00518-1. Fedorov L.A. «Soviet Chemical Armament: Ecology». Part 2. Moscow, URSS, 2013, 288 pp. ISBN 978-5-396-00531-0).
  • Федоров Л.А. «Химическое разоружение по-русски». Москва: «Новое литературное обозрение», 2011, 978 с.

Ытти публикацисем

тӳрлет
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Долгов В.). Человек, который пошел на штурм генералов. Газета «МК» («Молодой коммунист», г.Чебоксары), ноябрь 1993 г., № 43(8742).
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Алексеев В.). Химия и жизнь. Газета «Советская Чувашия» (г.Чебоксары), 15 января 1994 г., № 8.
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Лятиев Г.). Вероятный противник нашего военно-химического комплекса — сама Россия. «Литературная газета» (Москва), 29 мая 1995 г., № 22(5604).
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Павлова Е.). Химия и жизнь Льва Федорова. Журнал «Знание-сила» (Москва), 1999 г., № 5-6, стр.39-44, oso.rcsz.ru›inf/pp/365, http://coollib.net/b/304088/read.
  • Федоров Л.А. Автобиография. Газета «Зеленый луч» (г.Рязань), июль 2002 г., № 81.
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Гликман Е.). Химия — не жизнь. Воздействие истории России на химоружие. «Новая газета» (Москва), 29 ноября 2004 г., № 88(1018), 2004.novayagazeta.ru/nomer/2004/88n/n88n-s43.shtml,

Чăвашла пичетленнисем

тӳрлет
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Карягин С.). Хими хёс-па шалне хамар республикара пётерме памастпар (на чувашском языке). Газета «Хыпар» (г.Чебоксары, Чувашия), 16 июля 1993 г., № 142.
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Акташ Т.). «Пирён умра питё пысак инкек: хими хес-пашалё» (на чувашском языке). Газета «Хыпар» (г.Чебоксары, Чувашия), 27 ноября 1993 г., № 238.
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Долгов В.). Прощай, химическое оружие! (на чувашском языке). Газета «Хыпар» (г.Чебоксары, Чувашия), 23 ноября 1994 г., № 232-233.
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Долгов В.). Успокаиваться рано… (на чувавшском языке). Газета «Хыпар» (г.Чебоксары, Чувашия), 1 февраля 1995 г., № 19-20.
  • Федоров Л.А. (интервьюер — Долгов В.). Как ковалось химическое оружие (на чувашском языке). Газета «Хыпар» (г.Чебоксары, Чувашия), 30 марта 1995 г., № 64.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Малясова Н.Б. Фёдоров Лев Александрович. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
  2. ^ Фёдоров Л.А. АВТОБИОГРАФИЯ УЧЕНОГО-ХИМИКА. — Сайт Федорова Льва Александровича.

Каçăсем

тӳрлет