Открыть главное меню

Филиппова Лидия Ивановна (хĕр чухнехи хушамачĕ Михайлова), — чăваш сăвăçи, публицисчĕ. 1967 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралнă.

Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Чăваш Енĕн тата Раççей Федерацийĕн Журналистсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Чăваш Енĕн Профессилле çыравçăсен пĕрлешĕвĕн членĕ.

ПурнăçĕТӳрлет

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.

1989-1994 çулсенче Пушкăртстан Республикинче тухса тăракан «Урал сасси» хаçатра тăлмач, корреспондент, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1994-1997 çулсенче — «Хыпар» хаçатăн вĕрентӳпе ăслăлăх, культурăпа наци политики пайĕн корреспонденчĕ. 1997-1999 çулсенче — «Чăваш ен» телерадиокомпанин Чăвашрадиора информаципе публицистика кăларăмĕсен пайĕн редакторĕ. 1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме тытăннă. Халĕ вăл — «Ульяновец» хаçатăн тĕп редакторĕ, ЧПУ журналистика факультечĕн доценчĕ.

ӖçĕсемТӳрлет

Унăн тăватă кĕнеке пичетленсе тухнă:

  • «Ан ӳпкеле» (2000);
  • «Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче» (2001);
  • тата ыттисем.