Филатов Леонид Алексеевич

Филатов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Леонид Алексеевич Филатов (24.12.1946, Хусан, Тутар АССР, ССРП — 26.10.2003, Мускав, РФ) — совет/раççей театрпа кино актёрĕ, кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ, драматургĕ, поэчĕ; Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1995)[1], РФ патшалăх премин лауреачĕ (1996)[2].

Леонид Филатов
Çуралнă чухнехи ят: Леонид Алексеевич Филатов
Çуралнă вăхăт: 1946, раштав, 24
Çуралнă вырăн: Хусан, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2003 юпа, 26
Вилнĕ вырăн: Мускав
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: XX ĕмĕрти совет/раççей актёрĕ, режиссёрĕ, сценарисчĕ, сăвăçĕ, драматургĕ, публицисчĕ, телеертӳçи
Карьера: 1969—2003

Биографи тӳрлет

Ачалăхĕ тӳрлет

Леонид Филатов 1946 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Хусанта (Тутар АССР) çуралнă. Вырăс. Ашшĕ — Алексей Еремеевич Филатов, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, сержант, 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ[3] (1914—1982); амăшĕ — Клавдия Николаевна Филатова (1923—2007).

Килйыш тăтăшах куçса çӳренĕ — ашшĕ радист пулнă та чылай вăхăта экспедицисенче ирттернĕ. Леонид ачалăхĕ Пензăра иртнĕ. Çичĕ çул тултарсан, ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, вара ача ашшĕпе пĕрле Ашхабада тăванĕсем патне куçса кайнă. Каярах амăшĕ ӳкĕтленипе Леонид Пензăна таврăннă. Кăштах 8-мĕш класра тата 9-мĕш класра вăл 6-мĕш №-лĕ шкулта вĕреннĕ, кайран каллех ашшĕ патне Ашхабада куçса кайнă.

Шкула вĕреннĕ чухнех ашхабадри хаçатсенче пичетленнĕ. Çав тапхăртах театр студине çӳренĕ.

1965 çулта аттестат илсенех Леонид Филатов Мускава ВГИКăн режиссёр факультетне вĕренме кĕмешкĕн килнĕ. Хăтланăвĕ ăнăçсăр пулнă, вара Леонид, юлташĕн канашĕпе Щукин училищине актёр факультетне экзамен тытнă та ăна Вера Львовăпа Леонид Шихматовăн курсне лекнĕ[4]. 1969 çулта театр училищинче вĕренсе тухнă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Театр тӳрлет

Кинематограф тата телекурав тӳрлет

Фильмографи тӳрлет

  1. 1970 — Город первой любви — Борис, шофёр
  2. 1978 — Иванцов, Петров, Сидоров — Алексей Петрович Петров
  3. 1979 — Экипаж — Игорь Скворцов, бортинженер
  4. 1980 — Вам и не снилось… — Михаил
  5. 1980 — Кто заплатит за удачу? — Фёдор Чумак, карточный шулер
  6. 1980 — Откуда в траве рыба? (к/м)
  7. 1981 — Женщины шутят всерьёз — Борис Проворный
  8. 1981 — С вечера до полудня — Ким Жарков, сын писателя
  9. 1981 — Ярослав Мудрый — воевода Твердислав
  10. 1982 — Голос — Сергей Анатольевич
  11. 1982 — Грачи — Виктор Грач
  12. 1982 — Избранные — господин Б. К.
  13. 1983 — Из жизни начальника уголовного розыска — Слепнёв
  14. 1983 — Исповедь его жены — Ричард Бекрайтис
  15. 1983 — Петля — инспектор Васильев
  16. 1983 — Соучастники — следователь Хлебников
  17. 1984 — Европейская история — журналист Хайнц Ренке
  18. 1984 — Успех — Геннадий Максимович Фетисов
  19. 1985 — Берега в тумане — Дмитрий Степанович Шелапугин
  20. 1986 — Чичерин — Чичерин
  21. 1986 — Чужая белая и рябой — озвучил роль Л. Лауцявичуса
  22. 1987 — Забытая мелодия для флейты — Леонид Филимонов
  23. 1987 — Загон — Крафт / Мустафа ас-Салем
  24. 1987 — Претендент — Тед Стивенс
  25. 1988 — Город Зеро — инженер Алексей Варакин
  26. 1988 — Радости земные — Клим Бобрищев
  27. 1988 — Шаг — Гусев
  28. 1990 — Сукины дети — Юрий Михайлович
  29. 1992 — Алиса и Букинист — эпизод
  30. 1993 — Благотворительный бал — Виктор Бершадский

Асархавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет