Фаткуллин Фархад Наилевич
Фаткуллин, Фархад Наилевич (2.11.1979, Хусан, Тутар АССР, РСФСР, ССРП) — Викимедиа юхăмĕн Татарстанра пурăнакан раççей хутшăнаканĕ. 2018 çулта Çулталăк викимедисчĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Фаткуллин Фархад | |
Фәрһад Фәткуллин | |
Çуралнă чухнехи ят | Фаткуллин Фархад Наилевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1979, чӳк, 2 |
Çуралнă вырăн | Хусан, Тутар АССР, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх | ССРП РФ |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Чыславсемпе парнесем | |
Сайт | frhd.narod.ru |
Медиафайлы на Викиампар |
Биографи
тӳрлетФархад Фаткуллин Хусанта 1979 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче çуралнă.
1986–1993 çулсенче 123 №-лĕ франс чĕлхипе тарăннăн пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ[1].
1997 çулта Эртугрул Гази (Хусан) ячĕллĕ тутар-турккă лицейĕнче вĕренсе тухнă.
1995–1997 çулсенче çаплах Клейтонри вăтам шккулта (Миссури, АПШ) вĕренсе тухнă[1].
2012 çулта Тутар Википедин ĕçĕ-хĕлне, 2015 çулта — «Раççейри халăхсен тăван чĕлхиллĕ Википедисем» мета-проекта хутшăнма тытăннă, 2017 çулта «Викимедиа РУ» проектне кĕнĕ. 2018 çулхи утăн 22-мĕшĕнче Кейптаунра (КАР) Викимедиа фондăн тĕнчери Викимании-2018 конференцине мăнаçлăн хупнă церемонире Википедие никĕслекенĕ Джимми Уэйлс Фаткуллина «Раççейри регионсенче тăван чĕлхепе калаçакан этнос пĕрлелĕхĕсем хушшинче пĕрлĕх ĕçĕсене организацилесе пынăшăн» «Çулталăк викимедисчĕ» ятпа тивĕçтернĕ [2][3][4].
2020 çулта Тутарстан Республикин президенчĕн хутайĕпе Фаткуллина республикăри тутар чĕлхине упраса аталантарас ĕçсен комиссине кĕртнĕ[5].
Фархад тутарла, вырăсла, акăлчанла ирĕклĕ калаçать; франсла, турккăлла, итальянла — çăмăллăн калаçать[1].
Çемье
тӳрлетФаткуллин авланнă, хĕрпе ывăла çитĕнтерет[6].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Фаткуллин Фархад Наилевич, резюме
- ^ Samir Elsharbaty Farhad Fatkullin named Wikimedian of the Year for 2018 (акăлч.). Wikimedia Foundation (2018-07-26).
- ^ Житель Казани первым из россиян стал «Википедистом года» // ТАСС
- ^ Премия за хобби // Российская газета
- ^ Список Ахметова: названы 35 человек, которые должны спасти татарский язык
- ^ Интервью ГТРК «Татарстан» çинче
Çăлкуçсем
тӳрлетФаткуллин пирки публикăланисем
тӳрлет- Алексей Лучников, Виталий Папилкин «Я просто делал то, что мне показалось правильным»: как татарин стал викимедистом года. Бизнес Online (2018-07-24).
- Роман Медников Википедист года живет в Татарстане // Газета «Республика Татарстан». — 2018. — В. Газета «Республика Татарстан».
- Евгения Чеснокова Фархад Фаткуллин: «Надо собрать и сохранить все знания человечества» // Газета «Республика Татарстан». — 2018. — В. Газета «Республика Татарстан».
Фаткуллин панă интервью
тӳрлет- Анна Круглова «„Википедия“ тоже необъективна»: лауреат премии всемирной интернет-энциклопедии о тонкостях перевода и редактуры в сети. RT на русском (2018-07-25).
- Варвара Бахтыбаева Фархад Фаткуллин: «Господа, которые критикуют Википедию, абсолютно правы…». Реальное время (2018-07-31).
- Ильнур Ярхамов «Какой смысл сохранять язык, если он не описывает всё и вся в этом мире?». Kazanfirst (2020-10-19).