Улатимĕр Турă Амăш турăшĕ
Улатимĕр Турă Амăш турăшĕ (малтан Чăваш-хула) — Турамăш турăшĕ, Вырăс Чиркĕвĕн чи хисеплĕ турăшĕсенчен пĕри; асамлă шутланать.
Улатимĕр (Чăваш-хула) Турă Амăш турăшĕ | |
Владимирская (Вишгородская) икона Божией Матери | |
уçăлнă вăхăт: | V ĕмĕр |
---|---|
Турăша çырнă мел: | йывăç хăма, темпера сăррисем, Елеуса (Юмартлăх) |
Управ вырăнĕ: | Тăлмачсемри Сăваплă Микулай чиркĕвĕ, Мускав |
Уяв кунĕсем | 21 çу (3 çĕртме), 23 çĕртме (6 утă), 26 çурла (8 авăн) |
Турăш сăнĕ Викиампарта | |
Ăшлăхĕ
тӳрлетТурăш çырнă мел енчен Улатимĕр турăшне Елеуса тĕсне (Юмартлăх) хушаççĕ. Пепке пит çăмартипе Амăшĕн питне çепĕççĕн сĕртĕннĕ. Турăш Амăшĕпе Ачин хушшинчи тачă чун-кăмăл çыхăнăвне туллин кăтартса парать. Марье Ывăлĕн çĕр çинчи асаплă çулне малтанах курса тăрать. Улатимĕр турăшĕ ытти Елеуса майлă турăшсенчен уйрăлса тăрать: Христос Пепки сулахай урине ура тупанĕ курăнмалла хуçлатнă.
Хыçалти енĕ
тӳрлетХыçалти енĕ çинче Этимаси (хатĕрлесе хунă астул) тата асапсен хатĕрĕсене ӳкернĕ, вĕсем XV ĕмĕр пуçламăшне (турăша иккĕмĕш хут юсанă тĕлне) тивеççĕ. Турăш чи малтанах иккĕ енлĕ пулнă тесе шутлаççĕ: ăна ковчегăн пĕрпек калăпăшĕсем тата иккĕ енчи çĕввисем те тĕрĕслетсе параççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетЧиркÿ халапĕ тăрăх, турăша евангели çыруçи Лука çырнă.Турăш V ĕмĕрте Феодосий ĕмпÿ вăхăтĕнче Иерусалимран Кустантин хулине лекнĕ.
Руçе Висантирен XII ĕмĕр пуçламăшĕнче (1131-мĕш çул патнелле) Кустантин патриархĕ Лука Хрисоверг Мстислав кнеçе парнеленĕ.
Малтанах Улатимĕр турăшĕ Кейӳ таврашĕнчи Чăваш-хулари хĕрарăмсен Богородичный мăнастăрĕнче упраннă.
Юрий Долгорукий ывăлĕ Андрей Боголюбский 1155-мĕш çулта турăша Улатимĕре илсе çитернĕ, унта вăл Успени чиркĕвĕнче упраннă.
1395-мĕш çулта Тамерлан Василий I çине тапăнсан Мускава тăшманран хăтарма турăша унта куçарнă.
1918 -1926-мĕш çулсенче çĕнетсе тӳрлетнĕ хыççăн, 1926 -мĕш çулта турăша Патшалăх истори музейне панă.
1930-мĕш çулта ăна Патшалăх Третьяков галереине куçарнă.
1999-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен турăш Третьяков галереине пăхăнуллă Тăлмачсемри Сăваплă Микулай чиркÿ-музейĕнче упраннă.
Вуламалли
тӳрлет- Alpatoff M. und Lasareff V. Ein byzantinisches Tafelwerk aus der Komnenenepoche. — Jahrbuch der preussischen Kunstsammlungen, Bd. XLVI, Hf. II. Berlin, 1925, S. 140—155 [рус. текст: Византийская икона комниновской эпохи. / Лазарев В. Н. Византийское и древнерусское искусство. Статьи и материалы. — С. 9—29]
- Анисимов А. И. Владимирская икона Божией Матери. — Прага, 1928
- Lazarev V. Storia della pittura bizantina. — Torino, 1967, p. 204, 257
- Кочетков И. А. Древние копии иконы «Богоматерь Владимирская» // Древняя Русь. Вопросы медиевистики. — 2003, № 3 (13). — С. 44—62.
- Владимиров Иосиф. Послание некоего изуграфа Иосифа к цареву изуграфу и мудрейшему живописцу Симону Федоровичу // Древнерусское искусство: ХVІІ век. — Москва, 1964. — С. 33.
Каçăсем
тӳрлет- Скан книги «Сказанie о чудотворной иконѣ Богоматери, именуемой Владимірскою» — М: Тип. Александра Семена, 1849 — 53 стр.
- Владимирская икона Божией Матери как заступница Руси от иноплеменных врагов. 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сказание о чудесах Владимирской иконы Богородицы
- Владимирская икона Божией Матери 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. в меднолитой пластике
- Библиография на www.icon-art.info
- Подробная статья 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.