Тухӑҫ Ази
Тухӑҫ Ази (Тухӑҫ Аҫи, китай 東亞, 东亚, кор. 동아시아, яп. 東アジア, монг. Дорнод Ази) — Азин тухӑҫ пайӗ, тӗнчери географи, политика, этнос-этеплӗх регионӗ.
Географи
тӳрлетРегион лаптӑкӗ — 11 839 074 км².
Тухӑҫ Ази Лӑпкӑ океанӑн Япон, Тухӑҫ-Китай тата Кӑнтӑр-Китай тинӗсӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Регионти ҫӗр чӗтренӳ хастарлӑхӗ пысӑк. Тухӑҫ пайри климат - муссонлӑ, нӳрлӗ, час-часах тайфунпа шыв илни. Тухӑҫ Азин океантан инҫетре вырнаҫнӑ Тибетре тата Монголире хаяртарах климат. Регионти чи пысӑк патшалӑх - Китай Халӑх Республики.
Тухӑҫ Азие кӗрекен патшалӑхсем:
Анчах физика-географиллӗ Монголи, ҫурҫӗр-анӑҫ Китай (Синьцзян, Тибет, Шалти Монголи, Цинхай, анӑҫ Сычуань, ҫурҫӗр Ганьсу) Вӑтам Азие кӗреҫҫӗ.
Экономика
тӳрлетРегионти чи пысӑк экономикӑпа аталаннӑ Китайпа Япони. Китай Халӑх Республики час-часах аслӑ вӑй (акăл. super power) пек палӑртать. Ази тигрӗсем текеннисем - Кӑнтӑр Корейпе Тайвань.
Халӑх
тӳрлетРегион халӑх йышӗ - 1,618 миллиард ҫын, ку тӗнчен халӑх йышӗн 21,8% е пӗр пиллӗкмӗшӗ ытла. Региона Инди хыҫҫӑн тӗнчери чи халӑх йышлӑ ҫӗршыв кӗрет - Китай. Анчах халӑх кал-кал мар пурӑнать. Халӑх йышлӑхӗ чи пысӑк кӑнтӑр-тухӑҫ Китайра, Тайваньте, Корей ҫурутравӗнче, Японире. Монголипе ӑнаҫ Китай халӑхпа кӑшт кӑна йышлӑ.
Этноспа тӗн
тӳрлетТухӑҫ Азири чи пысӑк халӑхсем ку ханьсем, японсем, корейсем. Тухӑҫ Азири китай-тибет, япон-рюкю, тӗрӗк (уйгурла тата казахла), монгол, тай-кадай, мяо-яо, австронези (Тайвань чӗлхисем) чӗлхе йышӗсем тата уйрӑмлатнӑ корейле, айнула сарӑлнӑ.
Регионта конфуцилӗх, буддизм, даосизм, синтоизм, христанлӑх пур
Халӑхӑн ватӑлни
тӳрлетТухӑҫ Азин ҫӗршывӗсен халӑхӗ (Монголисӗр) пур Ҫӗрте пек (Сахарӑран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ ҫӗршывсемсӗр) ватӑлнин процесӗсем пуҫланӑ, тата унпа чӗннӗ аталаннӑ ҫӗршывсенче демографи кризисӗ, Европӑпа Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азин (Сингапур е Таиланд пек) ҫӗршывӗсен халӑхӗсем Ҫӗрти ватӑлнин шайӗ питӗ ҫӳллӗ. Анчах Европа ҫӗршывӗсенчен уйрӑлса тӑракан Ази ҫӗршывӗсенчи йывӑртарах иммиграци политикине пула вӗсен халӑхӗн ватӑлни чарӑнмасть[1][2][3][4][5][6][7].
Ҫакӑн пек пӑхӑр
тӳрлетАсӑрхавсем
тӳрлет- ^ Infographic on Global Population Trends (акăлч.) (2020-03).
- ^ Heidi Learner Japanification: Is Global Deflation Ahead? (акăлч.) (2020-03-01).
- ^ Global Health and Aging (акăлч.) (2011-10). Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2021.
- ^ World Population Ageing 2019 Highlights (акăлч.) (2019). ISBN 978-921148325-3
- ^ Global Issues. Ageing (акăлч.).
- ^ About Global Aging (акăлч.).
- ^ Haseltine, William A. Why Our World Is Aging (акăлч.) (2018-11-19).