Хайпăç муниципаллă районĕ(тут. Кайбыч муниципаль районы, Qaybıç munitsipal' rayonı) Тутарстан Республикин анăç енче вырнаçнă муниципаллă район.

Хайпăç районĕ
Хайпăç районы
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Тутарстан
Администраци центрĕ Мăн Хайпăç сали
Йĕркеленĕ вăхăт 1991 ака, 19
Район администрацин пуçлăхĕ Рахматуллин Альберт Ильгизарович[2].
Район пуçлăхĕ/Район Ĕçтăвкомĕн председателĕ Макаров Алексей Николаевич
Официаллă чĕлхе тутар, вырăс
Пурăнан халăх (2017)
14 046
(0,36 %)
Йышлăх 14,11 çын/çм²
Наци йышĕ тутарсем — 67,7 %, вырăссем — 26,2 %, чăвашсем — 5,3 %[3]
Конфесси йышĕ мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем
Лаптăк 995,4 çм²
Хайпăç районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 84348
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Район центрĕ — Мăн Хайпăç чиркӳ ялĕ.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Район Чăваш Республикипе, Апас, Тури Услон тата Ешĕл Айлăм муниципаллă районсемпе чикĕ тытать. Район территоринче Кĕтне, Сĕвепе Берля шывсем юхаççĕ. Районăн тухăç енче — СĕвеЧĕмпĕр чукун çул (Куланга чарăну) пырать.

Района 1991 çулта, Апас районĕнчен уйăрса йĕркеленĕ.

Район территорин лаптăкĕ — 995,4 км².

Кун-çулĕ

тӳрлет

1920 çулчен район çĕрĕсем Сĕве тата Теччĕ уесĕсене кĕнĕ пулнă, 1920-1927 çулсенче Сĕве кантонне кĕртнĕ. 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Ульяново районне (центрĕ — Ульянково ч. ялĕ) кĕртнĕ, 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче район тĕпне Пысăк Кайпаçине куçарнă та район ячĕ Кайпаçи районĕ пулса танă. 1956 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче Подберезинский района пĕтернипе унăн территорине Кайпăç районĕ çумне хушнă. 1963 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Кайпăç районне пăрахăçланă, унăн çĕрĕсене Пăва районне панă. 1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче Кайпăç районне каллех туса хунă[4].

Пурăнан халăх

тӳрлет

Районта 17 ял тăрăхĕ, 56 пурăнан вырăн. Халăх йышĕ — 14 866 çын (2010).

Наци йышĕ: тутарсем 67,7% , вырăссем 26,2% , чăвашсем 5,3%.

Экономика

тӳрлет

Районти промăçлăх:

  • GQ «Хайпăç вăрхуçĕ»;
  • УАО «Хайпăç пулхуçĕ»;
  • УАО «Хайпăçагрохимсервис»;
  • Хайпăç райповĕ;
  • Куланга сĕт-çу савучĕ (УАО «Вамин Татарстан» филиалĕ);
  • УАО «Куланга çăкăр предприятие».


Пысăк ял хуçалăх йĕркелĕвĕсем:

Районра «Кайбыч Таңнары» хаçат тутарла тата вырăсла («Кайбицкие зори») тухать.

Транспорт

тӳрлет

Районăн тухăç пайĕнче «СĕвеЧĕмпĕр» чукун çулпа (Куланга чарăну) Р-241 автоçул пур.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет