Туймаза районĕ

(Туймазă районĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Туймазă районĕ (пушк. Туймазы районы, выр. Туймазинский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин анăç енчи районĕ.

Туймазă районĕ
Туймазы районы
Туймазы районы муниципаль районы
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Пушкăртстан
Администраци центрĕ Туймазă хула
Йĕркеленĕ вăхăт 1930
Район администрацин пуçлăхĕ Суфиянов Айдар Рифгатович[2]
Район пуçлăхĕ/Муницмпаллă район канашĕн председателĕ Минибаев Ильфир Гуссамович[3]
Официаллă чĕлхе пушкăрт, вырăс
Пурăнан халăх
132 463 (3,26 %, 1-мĕш вырăн)
Наци йышĕ тутарсем, пушкăртсем, вырăссем, чăвашсем, марисем
Конфесси йышĕ мăсăльмансем, христиансем
Лаптăк 2403,52[4] çм² (22-мĕш вырăн)
Туймазă районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ MSK+2 (UTC+5)
Телефон кочĕ +7 34782
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Географи

тӳрлет

Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ӗпхӳрен 170 çухрăмра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ — 2364 тв. çм. Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.

Климат, хуçалăх ĕçĕсем

тӳрлет

Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ 62,5 пинĕ га (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — 135,9 пинĕ га, çав шутра сухаламалли — 96,6 пинĕ га, утă çулмалли — 6,9 пинĕ га, улăх-çарансем — 32,2 пинĕ га. Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.

Халăх йышĕ

тӳрлет

Ялсенче 30.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм².

Тутарсем, пушкăртсем, вырăссем чылай.

Ялсем-посёлоксем

тӳрлет

Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.

Транспорт

тӳрлет

Район çĕрĕсем урлă Чĕмпĕр - Чышма чукун, Самара - Ӗпхӳ - Челябинск автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Çутĕç, культура

тӳрлет

Районра 48 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 22 вăтам шкул; 35 вулавăш, 54 культура керменĕ, ялти пульница пур. Вырăсла «Туймазинский вестник», тутарла — «Туймазы хэбэрлэре» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.


  1. ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
  2. ^ Глава Администрации
  3. ^ Председатель cовета муниципального района
  4. ^ Республика Башкортостан. Общая площадь земель муниципального образования