Торксем
Торксем, — çухалнă тĕрĕк халăхĕ. Огуз йăхĕсен пĕр пайĕ. Руçĕн кăнтăрти çеçĕнхирсенче пурăннă.
Кун çулĕ
тӳрлет985 çулта Владимир Святославич вĕсене пăлхарсене хирĕç çапăçма кайнă чухне укçа тӳлесе пĕрле илнĕ.
XI ĕмĕрте тухăç енчен кăпчаксем хĕснине пула Днепр енне куçнă, вырăссен çĕрĕсем таран çитнĕ. Вĕснен хирĕç вырăс кнеçĕсем харçа темиçе хут та çӳренĕ. 1055 çулта Переяславль кнеçлĕхне хӳтĕлемешкĕн Всеволод I Ярославич вĕсене хирĕç çапăçма кайнă. 1060 çулта, пилĕк çул иртсен, вĕсене хирĕç Изяслав, Святослав, Всеволод тата Всеслав Брячиславич кнеçсем харçа тухнă. Авалхи çыравçă çырса хăварнă тăрăх торксем вĕсенчен хăраса тарнă, нумайĕшĕ сивĕпе, выçăпа, чирпе вилсе пĕтнĕ. XII ĕмĕрте вĕсем каллех Дон патне тухнă. 1116 çулта торксемпе печенексем икĕ кун хушши кăпчаксемпе çапăçнă. Ун хыççăн вĕсем Владимир Мономах патне кайнă.
1121 çулта Владимир Руçрен берендейсене хăваласа янă, торксемпе печенексем вара хăйсемех тарнă.
Торксен пĕр пайĕ XI ĕмĕртех Рось патĕнчи çĕрсене йышăнса вырăс кнеçĕсене пăхăнса тăнă. Вĕсен тĕп вырăнĕ Торческ пулнă. Днепрăн сулахай çыранĕ хĕрринче торксен тепĕр ушкăнĕ вырнаçнă пулнă. Вĕсем те Переяславльти кнеçе пăхăнса тăнă. XII ĕмĕрте çырса хăварнисем тăрăх вĕсем Баруч хули патнелле вырнаçнă пулнă. Торксен пĕр пайĕ Дунай урлă каçса Византине пăхăнма пуçланă.
Вырăссене пăхăнакан торксем чикĕ хĕринчи хуралсене йеркелесе çĕнĕ куçса çӳрекен халăхран, кăпчаксенчен, сыхлама пуçланă. Çавăн пекех вĕсем вырăс çарĕсемпе харçа çӳренĕ. 1240 çулта Батый хан тапăнса килсен вĕсем Кейӳ хулине хӳтĕленĕ. Кейӳ хулине хӳтĕленĕ чухне торксен пысăк пайĕ вилнĕ. Ыттисене тутарсем Атăл енне куçарнă. Юлнисем вара славянсемпе пăтрашăнса пĕтнĕ.
Юлнă йĕр
тӳрлетУкраинăра вĕсем хăйсем хыççăн топономикăра нумай йĕр хăварнă: Торец тата Торч юханшывĕсен, Торец, Торки, Торкив, Торецьке, Торчин ялĕсен ячĕсем.