Титов Гермоген Титович

Титов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Гермоген Титович Титов (5.9.1885[1] Чĕмпĕр кĕперни — нарăс, 1919, Давлеканово) — эсер, Пĕтĕм Раççейри йĕркеленӳ пухăвĕн делегачĕ.

Титов Гермоген Титович
Çуралнă вăхăт: 1885, авăн, 5
Çуралнă вырăн Чĕмпĕр кĕперни, Пăва уесĕ
Вилнĕ вăхăт: 1919, нарăс
Вилнĕ вырăн: Давлеканово
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тĕне тытни: православи
Парти: Эсер
Ĕçлев тĕсĕ: Пĕтĕм Раççейри йĕркеленӳ пухăвĕн делегачĕ

Биографи тӳрлет

Гермоген Титов 1885 çулта авăнăн 5-мĕшĕнче[2][3] Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесĕнчи Старые Выели ялĕнче Тит Титов ирçĕ çĕр ĕçтешĕ çемьинче çуралнă. 1903 çулта Гермоген Хусанта вĕрентӳç семинаринче, каярах гимназире вĕренсе тухнă[3]. 1907 çулчен ялти шкулсенче ачасене ăс панă.

Гермоген Титович Пĕрремĕш вырăс революцине хастаррăн хутшăннă. 1913 çулта ăна Хусан университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме илнĕ, анчах та 1915 çулта вăрçăна мобилизациленĕ. Улатимĕрти вăрçă вĕрентешĕнче çулта вĕренсе тухса 1917 çулта Титов 142-мĕш пехота полкĕн поручикĕ пулса тăрать[3].

Социал-революционерсен партине (СРП) кĕрсен Гермоген Титова Пĕтĕм Раççейри çĕр ĕçтешсен съездне делегата яраççĕ. Унсăр пуçне, ăна Йĕркеленӳ пухăвне Чĕмпĕр суйлав тăрăхĕнчен эсерсемпе Çĕр ĕçтешсен депутачĕсен канашĕсенчен суйлаççĕ (2 № ят-йыш). 1918 çулта кăрлачăн 5-мĕшĕнче Титов Пухăва салатса янă чухне ларăва хутшăннă пулнă[3].

1918 çулта Гермоген Титов Чăваш вăрçă канашĕн пайташĕ тата Хусан республикин Совнаркомĕн ĕçтешĕ пулса тăрать; çавăн чухнех КОМУЧ йышне кĕрет. Колчак Омскра пăтăрмах тунă хыççăн урăх ят-хушаматпа Пушкăртстана (ун чухне Ĕпхӳ кĕперни) тарса пытанать.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Энциклопедия | Титов Гермоген Титович. enc.cap.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Раштав уйӑхӗн 2017.
  2. ^ е чӳкĕн 5-мĕшĕнче
  3. ^ 1, 2, 3 тата 4 Титов Гермоген Титович. Hrono.info. Тĕрĕсленĕ 12 Раштав уйӑхӗн 2017.

Литература тӳрлет

  • Л. Г. Протасов. Люди Учредительного собрания: портрет в интерьере эпохи. М., РОСПЭН, 2008.
  • Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001.
  • Список студентов Императорского Казанского университета на 1914-1915 учебный год. Казань, 1914.