Тикаш кун-çулĕ

(Тикеш историйĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Тикеш хулине хальхи Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕн хĕвеланăç енче, Аслă Пăла шывĕ хĕрринче X ĕмĕрте туса никĕсленĕ. Малтан ку вырăнта питĕ хытă çирĕплетнĕ турхан карманĕ пулнă ĕнтĕ. Кайран хули те ӳссе кайнă. Карман йĕри-тавра виçĕ хут çӳллĕ хӳме хăпартнă, хӳмесем умĕнче шыв тултарнă тарăн канавсем пулнă. Пĕр хӳмен темиçе турул пулнă. Пĕр турулĕ айĕнче — хапха. Унтан çĕмĕрсе кĕрсен тăшманăн тепĕр тарăн канав урлă каçмалла. Ун урлă каçсассăн икĕмĕш хӳме хапхине шырамалла. Ăна шырас тесен, сулахаялла каймалла. Хӳме — сылтăмра, тапăнса кĕрекенĕн питлĕхĕ — сулахай аллинче. Вăл питлĕхĕпе хăйне сулахай енчен çеç сыхлама пултарать. Сылтăм аллинче — хĕçĕ, сăнни, анчах аякĕ яриех уçă. Иккĕмĕш хӳме çинче тăракан чăваш нукерĕ ăна çĕмренпе персе пăрахма пултарать. Хулан çурçĕр енĕпе Аслă Пăла шывĕ юхса иртнĕ. Ун чухне Пăла тăрăх пысăк карапсем çӳренĕ. Тикĕш хулинчен сутăçсем карапсемпе Сĕве-Атăл витĕр Багдада, Мускава, Скандинавине çитме пултарнă. Хула 3 гектар ытла лаптăкра сарăлса ларнă. Тикеш карманне Г.А.Федоров-Давыдов археолог, А.П.Смирнов ертсе пынипе, 1956, 1958 тата 1959 çулсенче чавса тĕпченĕ. Халăх юмах-халапĕсенче Тикеш хулине тутар-монголсем çунтарса янă тесе калаççĕ. Тикеш пирĕн Чăваш Енри чи вăйлă, чи çирĕплетнĕ, паянкуна упранса юлнă хула. Халĕ вăл ишĕлсе пĕтнĕ пекех, ăна никам та çăлса хăварасшăн тăрăшмасть.

Вуламаллисем

тӳрлет