Тейя (планета)

Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Тейя (пĕлтерĕшсем).

Тейя — гипотетика планети, Çĕрпе çапăнсан, çав тери пысăк çапăну моделĕпе килĕшӳллĕ, Уйăх “çуралнă” (Уйăх “çурални”).

Тейя L4 Лагранж пăнчинче чăмăртаннă, кайран хаос орбитине куçнă та, Çĕр патне çывхарса унпа çапăннă. Орбитăн пĕр «йăлмакĕ» пĕр çулталăка пырать. Çĕре пĕр вырăнта тăракан (çаврăнакан шутлав системи) евĕр кăтартнă

Çак теорипе килĕшӳллĕ, Тейя, Хĕвел системинчи ытти планетăсем пекех, 4,6 миллиард çул каялла çуралнă, унăн пысакăшĕ Марспа пĕрех пулнă.

Планетăна авалхи грек халаплăхĕнчи титан пĕртăван Тейя (грек Θεία) хĕрĕн, Гелиос, Эос тата Селена (Уйăх ама турри) амăшĕн, ятне панă.

Пачах урăхла теориТӳрлет

Бернри Космослăха тата унăн пурнăçлалăхне тĕпчев центрĕнче компьютер моделленĕ май Тейя Çĕрпе çулăнса иртсе кайсан (Тейя Çĕртен чылай пысăкрах пулнă теççĕ) хăйĕн япалалăхне ытлах çухатман. Уйăх ĕнтĕ çак çулăнăва пирки Çĕрĕн арканса орбитăна ыткăннă пайĕсенчен пуçтарăннă[1].

Çавăн пекехТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Гипотеза: планета, породившая Луну, все еще цела. Обсерватория СибГАУ (2012-08-11). — «Вокруг вопроса о происхождении Луны давно уже идут споры, но мало кто сомневается в том, что спутник – продукт столкновения с каким-то крупным небесным телом. У него даже есть имя – Тейя.»  çăлкуçран архивланă 8 Çĕртме уйăхĕн 2014. Тĕрĕсленĕ 8 Çĕртме уйăхĕн 2014.

КаçăсемТӳрлет