Тезис (сăвă терминĕ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тезис (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Те́зис (ав.гр. θέσις — майлаштарни, палăртни, никĕç, пĕлтерни), — Метрикăлла сăвăри ритмшăн, çемĕшĕн яваплă, анчах динамикăлла пусăмсăр сыпăк. Урăхла ăна теса теççĕ[1]. (Сăмах май каласан, пусăмлă сыпăкăн та хăйĕн ячĕ пур: икт, урăхла арса е арсис).
Мĕншĕн "пусăмсăр сыпăк" тенипе çеç çырлахма май çук?
тӳрлетТезис вăл — пусăм çукки , пусăмсăр сыпăк. Эппин мĕншĕн-ха тата тепĕр терминпа, "тезис" тенипе, усă курма тивет?
Ыйту сиксе тухнă май пĕр тĕслĕхе пахса тухар: акă хорей çеммиллĕ сăвă (Митта Ваçлейĕн):
Пит маттур-çке Иванов бульварĕ
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Онуфриев В.В.СПРАВОЧНИК ПО СТИХОСЛОЖЕНИЮ. 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |