Тĕнче Никита Андреевич
- Ку хушамата тĕнче тенипе ан пăтраштарăр
Тенче Никита Андреевич (Тĕнче темешкĕн те май пур[1], çуралнă чухнехи хушамат — Васильев) – чăваш çулçÿревçи[2]. Хушаматне улăштарни нумаях пулмасть-ха. Кÿнтеленĕш çине ку январĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ тесе çырса хунă[2]. Ахăртнех, 2018-мĕш çулта тесе ăнланмалла пулĕ. Хут çине (документра, кÿнтеленĕшре) чăвашла вариантпа "Тĕнче" тесе çырмаллине ятарласа палăртман. Анчах та хушамат тума шăпах çав сăмахпа усă курни куçкĕрет.
Çав вăхăтрах Никита Андреевич хăйĕн хушаматне çапах та "Тĕнче" тесе палăртма май пуррине те асăнать[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)"Я поменял фамилию друзья. Зачем я это сделал? Например дети мои потом будут спрашивать почему наша фамилия Васильев, и, что она значит, что мне на это ответить?! Что когда-то Чуваши "приняли" крещение и местный поп нарек нашего предка Васей, вот мы от него и пошли? Нет я так не хочу(хотя фамилия хорошая, 26 лет носил, не жаловался). Поэтому моя фамилия будет отныне Tĕнче (ударение на последнюю букву Е), что с чувашского значит Мир, Вселенная, Земля, Свет - слово синоним всего хорошего, огромного и необъятного. Эта фамилия хорошо отражает мою земную деятельность и внутренние богатства. К слову сказать, фамилию поменять нетрудно, нужно всего лишь прийти в ЗАГС. Написать заявление о смене фамилии и оплатить пошлину. Мне поменяли за два дня. Осталось только поменять паспорт. Сейчас у меня еще больший стимул Жить и гордо носить свою заслуженную фамилию, оставить следы в истории Чувашии, России, Земли...Так что любите и жалуйте - Никита Тĕнче. PS. Почему-то в документе написали январен , хотя январь по чувашски будет кăрлач", -отметил Никита.<Кĕскен куçарни: Эп хушамат улăштартăм туссем. Мĕншĕн-ха? Калăпăр, ман ачамсем кайран ыйтма пултарĕç ма пирĕн хушамат Васильев тесе, вара мĕн калăп эп вĕсене?! Тахçан Чăвашсем тĕне "кĕнĕ" те пирĕн несĕле пуп Ваççа тенĕ те унран эпир пуçланнă темелле-и? Çук, кунашкалли мана кирлĕ мар (чăннипе хушамата тиркеместĕп-ха, 26 çул унпа çÿрерĕм, чăрмантарман). Çавăнпа та ман хушамат çакăнтан Тĕнче пулать <...>
Хăй каланă тăрăх, çулçÿревсемпе кăсăкланасси географие юратнăран тата автостоппа аякка (Украинăна, Белоруссие) çÿрессинчен пуçланнă.
Темиçе çул каялла Кавказа велосипедпа кайса килнĕ.
Хальхи вăхăтра Инçет тухăçра куçса çурет. 19 уйăх хушшинче 31 пин км çитнĕ. Çулĕ Шупашкартан пуçласа Казахстан, Лăпкă океан (Владивосток) Китай, Вьетнам, Лаос, Таиланд, Монголи витĕр иртнĕ. Халь Раççее каялла тавраннă.
Çул синче курнине инстаграммра тата ютубра кăтартса пырать.
Харкам пурнăç
тӳрлетНикита Андреевич Тĕнчен харкам пурнăçĕ пирки пит нумаях паллă мар. Енчен те вăл хăй пирки 2018-мĕш çулччен 26 çул Васильев хушаматпа çÿрени пирки калать пулсан, 1992-мĕш çулта çуралнă пек пулса тухать.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Известный чувашский велопутешественник сменил фамилию — портал proгород 19 мая 2018 Алена Иванова
- ^ 1 тата 2 ПУТЕШЕСТВЕННИК НИКИТА ВАСИЛЬЕВ ПОМЕНЯЕТ ПАСПОРТ РАДИ ЧУВАШСКОЙ ФАМИЛИИ 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — Ирĕклĕ сăмах сайт, 18.05.2018 19:23
Каçăсем
тӳрлет- ВКонтакте(ĕçлемен каçă)
- YouTube
- чувашскийпутешественник.рф 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- nekidalovo@hotmail.com
- Республикӑра: Никита Тӗнче Чӑваш Енри ҫулҫӳрев пирки фильм ӳкернӗ