Тĕмерти фельдшер-акушер пункчĕ
Тĕмер фельдшер пункчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче вырнаçнă фельдшер пункчĕ. Тĕмер ялĕнчи çынсен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлет.
Фельдшер пункчĕ ялти культура çурчĕнче вырнаçнă. Пурĕ 40 м2 лаптăк йышăнать. Ача-пăча, процедура кабинечĕсем, 2-мĕш ушкăлнă аптека пур. Штатра икĕ медик ĕçлет.
Истори
тӳрлет1920-мĕш çулсенче уçнă. 1927-1932 çулсенче ăна медицина пункчĕ тенĕ, заведующий вырăнĕнче Акчел ялĕнче çуралнă А.Т. Кузнецов пулнă. 1930-мĕш çулсенче колхоз роддомĕ ĕçленĕ. 1939 çулта ăна хупнă. 1935-мĕш çулта трахомпа медицина пункчĕсем ĕçленĕ.
Тĕмер ялĕнче 1944 çултанпа акушер пункчĕ ĕçлет. 1944 çулхи юпа уйăхĕнче фельдшер пункчĕ.
Фельдшерсемпе заведующийсем
тӳрлет- Т. Зернушкина;
- Н.Т. Муллина;
- А.А. Козлова;
- Р.Н. Крылова;
- О.П. Козлова (1977 çултанпа).