Тĕмер культура çурчĕ

Тĕмер культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ. Унта Тĕмер ялĕнчи çынсем культурăлла канаççĕ.

Культура çурчĕн ĕçлеме баян, магнитофон, «Солист ВИА» ятлă аппаратура, сĕтел çинче вылямалли вăйăсем пур.

2004 çултанпа культура çурчĕн директорĕ вырăнне А.А. Адександрова йышăнать, ӳнер ертӳçи — М.В. Тихонова.

Истори тӳрлет

1924 çулта В. Романов çурчĕнче вулавăш çуртне уçнă. Пĕрремеш вулаканĕ Н. Николаев пулнă. 1935-1936 çулсенче икĕ пуянсен çурчĕсенче клубăн йывăç çуртне купаласа лартнă. 1937 çулта ушкăнпа радио итлемешкĕн радиоприёмник туяннă.

1937-1940 çулсенче Тĕмер ялĕнче хор йеркеленнĕ. Ăна ертсе пыраканĕ Çĕнĕ Кипеç ялĕнче çуралнă В.Д. Жирнов пулнă.

1939-1942 çулта вулавăш çурчĕн ĕçне ертсе пыраканĕ Н. Захаров пулнă. Вăл вăхăтра «Динамо» аппаратпа илемлĕ фильмсем кăтартнă.

1949-1955 çулсенче клуб заведующийĕ вырăнĕнче Н.А. Алексеев ĕçленĕ.

1973 çулта клубăн кирпĕч çуртне хута янă. Курмалли залта 165 çын вырнаçма пултарнă. Çавăн пекех унта кружоксен комнатисем, ял вулавăшĕ вырнаçнă.