Степанов Михаил Степанович (Ĕç Паттăрĕ)

Степанов Михаил Степанович (1925, чӳк, 27, Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР2004, юпа, 3, Шупашкар, Чăваш Республики) — малта ĕçлесе пыракан, производство организаторĕ, рационализатор.

Михаил Степанович Степанов
Ӳкерчĕк:Степанов михаил степанович герой.gif
Çуралнă вăхăт 1925, чӳк, 27
Çуралнă вырăн Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт 2004, юпа, 3
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх ССРП ССРП
Пăхăнулăх
Чыславсемпе парнесем
Социаллă Ĕç Паттăрĕ
Ленин орденĕ орден Отечественной войны II степени
заслуженный строитель РСФСР

Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ (1982), ЧАССР тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ, СССР Аслă Канашĕн V чĕнĕвĕн депутачĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Ĕç Паттăрĕ 1925 çулхи юпа, 25 Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă. Тавăтри шкулта çиччĕ класс вĕренсе пĕтерсен çурт-йĕр тăвакансен техникумне пĕлӳ илме кĕнĕ. Çурт тăвакан техник пулса ĕçленĕ.

1943-45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1950 çулта Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче чул ăсти ĕçне пикеннĕ, кайран 1-мĕш стройтрестра ушкăн маçтăрĕ пулса вăй хунă, «Оргтехстрой» тресчĕн ĕçшутлав уйрăмĕн (проект уйрăмĕ) тĕп инженерĕ ĕçне туса пынă, кайран 8-мĕш ПТУ-ра ĕçе вĕрентекен маçтăр пулса тăрăшнă. СССР Аслă Канашĕн депутачĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.

Чысланисем

тӳрлет
  • Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степеньлĕ орденĕ
  • ЧАССР Ӗç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине çырнă
  • Ленин орденĕн кавалерĕ (иккĕ хутчен)
  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ
  • Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ

Каçăсем

тӳрлет